Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чунупа хастар пул, ĕçỹпе малта пыр

 

 

 

 

Çамрăксен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе районта çулленех "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем" конкурс ирттереççĕ. Кăçалхи çĕнтерỹçĕсем те паллă ĕнтĕ. Вĕсенчен пĕри "Вĕрентỹ ĕçĕнчи чи лайăх çамрăк специалист" ята тивĕçни _ Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ И.Кудряшова. Ирина Геннадьевна хăйĕн ĕç кĕнекине 2004 çулта уçнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх педагогика университетне пĕтернĕ хыççăн тăватă çул Çĕнĕ Шупашкарти 10 номерлĕ шкулта ĕçленĕ. 2008 çулта вара Шăмăршă тăрăхне килнĕ, шкулта ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентме тытăннă. И.Кудряшова çине пăхсанах унра пысăк хавхалану, ăнтăлу палăрса тăнине туятăн. Умне лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама пултаракан вĕрентекен пулни сисĕнет. Урокĕсене те вăл хăйне евĕр интереслĕ, ачасене ăнланмалларах пултăр тесе ирттерет. Вĕренекенсене шухăшлама, танлаштарма,хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарать. 6 "б" класс ертỹçи воспитани ыйтăвĕпе те тимлĕн ĕçлет. Ачасене хăйсене мĕнлерех тытмалли, тирпейлĕ калаçмалли çинчен час-часах аса илтерсех тăрать. Ăслă та ĕçчен çын кăна пурнăçра хăйĕн тĕллевĕсем патне çитме пултарнине ĕнентерет. Ирина Геннадьевна вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе те тачă çыхăну тытать. Вĕсемпе час-часах тĕл пулса калаçать. Умра тăракан ыйтусене те ашшĕ-амăшĕпе килĕшсе татса пама тăрăшать. Çавăнпа хисеплеççĕ те ĕнтĕ ăна. Шкул пурнăçĕпе обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнать И. Кудряшова. Кăçал районти "Çулталăкри учитель-2010" конкурсра "Хавхалану тата артистлăх" номинацире лауреат пулса тăчĕ. "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра вăл иккĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Çамрăк вĕрентекенĕн пуласлăхĕ пысăк пуласса палăртаççĕ пĕрле ĕçлекенсем. И.Кудряшова педколлектив шанăçне тỹрре кăларасса шанасах килет. Малашне районти конкурссенче кăна мар, республикăра та çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçмелле пултăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июля 2010
00:00
Поделиться