Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕмĕр манăçми Аслă Çĕнтерỹ

 

 

 

 ÇĔРШЫВ историйĕнчи манăçми çутă та сăваплă кун мĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать, унăн пĕлтерĕшĕ çавăн чухлĕ ỹснĕн туйăнать. Совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăрăнпа 65 çул çитни _ пирĕн патшалăх вăйĕпе хăвачĕн, фронтра çапăçнисен, çĕнтерĕве тылра туптанисен паттăрлăхĕн, вĕсем хăйсене хĕрхенменнин тĕслĕхĕ. Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи инкек кỹмен çемье çук. Эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнман ентешĕмĕрсене, тылра Çĕнтерĕве туптанă ырми-канми ĕçченсене ĕмĕр асра тытса пурăнатпăр. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине районти кашни ялтах чаплăн уявларĕç. Пур çĕрте те вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксем умĕнче митингсем иртрĕç, фронтовиксемпе тыл ветеранĕсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕç. Шăмăршăра уява çĕр-çĕр çын хутшăнчĕ, аслă урампа районти шкулсенчи кадетсем чăн-чăн çар çыннисем пек илемлĕн утни, кăкăр тулли орден-медальсем çакнă вăрçăпа тыл ветеранĕсем савăнăç куççулĕ витĕр пĕр-пĕрне саламлани чуна хумхантарчĕ. Çĕнтерỹшĕн пирĕн хаклă тỹлеме тивнĕ. Шăмăршă районĕнчен вăрçа кайнă 5100 ытла çынран çурри килĕсене таврăнайман. Митинга хутшăннисем вăрçăра вилнисене тата киле таврăнсан вăхăтсăр çĕре кĕнисене асăнса пĕр самант шăп тăчĕç. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене чечек çыххисемпе, сăвă-юрăпа чысларĕç, хăна турĕç. Çĕре çити тайма пуç сире, хаклă ветерансем! Çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма, тăнăçлăх тата телей сунатпăр! Эпир вара сирĕн шанăçăра тỹрре кăларма, Çĕнтерỹçĕсен ăрăвĕн шанчăклă мăнукĕсем пулма тăрăшăпăр. Тухăç никĕсне хываççĕ, илемшĕн тăрăшаççĕ Вăтам шкул йĕри-таврашĕ çу тăршшĕпех хитре чечексемпе, пăхса-тирпейлесе тăракан йывăç-тĕмпе илĕртет. Илемшĕн тăрăшса, хальхи вăхăтра ачасем куллен шкул умĕнче ĕçлеççĕ. Эпĕ шкула пынă кун, ĕç учителĕ Н.Н.Батанов ертсе пынипе, 7-мĕш класри яшсем кĕреçесемпе садри улмуççисен таврашне кăпкалататчĕç, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр вăррисем акма çĕр чавса çемçететĕç. Çак класри хĕр ачасем вара, шкулăн опытлă участокĕн заведующийĕ Г.В.Паймина ертсе пынипе, нумай çул ỹсекен чечексен тĕмĕсене кăпкалататчĕç. _ Опытлă участокра куллен ĕç вĕресе тăрать, тĕрлĕ классенчи ачасем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ, _ терĕ Галина Владимировна. _ Çитес тухăç никĕсне хывса участокра тĕрлĕ культурăсен вăррисене акса хăвартăмăр. Пахча-çимĕçсем шкул столовăйне тĕрлĕ блюдăсемпе, паха витаминсемпе пуянлатма, апат хакне йỹнерех тума май парĕç. Пĕрлех тĕрлĕ чечексен вăррисене те акрăмăр. Шкул садĕнче те тирпейлĕх хуçаланать. Улмуççисен вуллисене шуратнă, çăра ỹссе йỹпленнĕ тураттисене касса сайратнă. Сад умĕнче вара хĕрсем евĕр яштака хурăнсем ỹсеççĕ. Çамрăк хурăнсем çулçисемпе хитрен шĕпĕлтетсе, вуллисемпе илемлĕн ухăнса ачасене вĕренỹ çулне лайăх паллăсемпе вĕçлеме ăнăçу суннăн туйăнаççĕ...

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 мая 2010
00:00
Поделиться