Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çиçĕмле сарăлнă хыпар

 

ÇАК кун мана ирхине 5 сехетрех КПСС райкомне чĕнтерчĕç. Палăртнă вăхăтра эпĕ унта çитрĕм. Йĕри-тавра пăхкалатăп та _ никама та курмастăп. Парти райкомĕн пĕрре-мĕш секретарĕн пỹлĕ-мĕнче кăна сасăсем илтĕнеççĕ. Эпĕ те унта кĕрсе тăтăм. Парти райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ И.В.Дубовпа КПСС обкомĕн представителĕ В.Н.Любимов лараççĕ. Сывлăх сунтăмăр. Райком секретарĕ ман çине пăхса илчĕ те: _ Акă, мĕн, Падиаров юлташ, паян ирхине 7 сехетре Мускавран пысăк пĕлтерĕшлĕ радиопередача пулмалла. Çавна района трансляцилес пулать. Чăнах та, ялсенче пĕрер-икшер репродуктор кăна-ха. Вĕсене пурне те ĕçлеттерес пулать. Çынсем ытларах итлеме пултарччăр. Ответлăх _ сирĕн çинче, _ терĕ çирĕппĕн. Калас пулать, вăл вăхăтра ялсенче пĕр радиоприемник та пулман. Районĕпе те вĕсем радиоузелта тата редакцире кăначчĕ. Халăха çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлтерес тесе, парти райкомĕ тĕрлĕрен мерăсем йышăнатчĕ. Чи пирваях телефон линийĕсемпе усă курма пуçларăмăр. Анатолий Кроткинпа Леонтий Рахманов монтерсем ялсенчи кашни телефон аппарачĕ патне репродуктор çыхăнтарнăччĕ. Малтан палăртнă расписани тăрăх кашни кунах ял çыннисем 20-30 минутлă передачăра Тăван çĕршыври, районти хыпарсене итлетчĕç. Паян та çапла турăмăр. 7 сехет. Совет Союзĕн Гимнĕ янăрать. Часах Левитан калаçма пуçларĕ. Германие пирĕн çарсем пĕтĕмпех аркатса тăкни çинчен пĕлтерчĕ. Унтан диктор Верховнăй Главнокомандующи совет халăхне чĕнсе каланине тата Аслă Çĕнтерỹ тунă ятпа кăларнă приказа вуласа пачĕ. Çĕнтерỹ хыпарĕ районта çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Урамсенче çынсем нумай: _ Ура! _ Мухтав Совет Çарĕсене! Юрлакансем, ташлакансем те пур. Пĕр-пĕрне ыталани, чуптуни, сывлăх сунни... Савăнăç! Часах райкома партипе хуçалăх активне пухрĕç. Ответлă работниксене ялсене Çĕнтерỹ ячĕпе митингсем ирттерме кăларса ячĕç. Эпĕ редакцири ĕçсене майлаштарнă хыççăн "Кзыл юл" колхоза çитрĕм. Эпĕ пынă çĕре кунта колхоз правленийĕ умĕнче ял çыннисен митингĕ пыратчĕ. Унта колхоз председателĕ К.Абульханов, граждан вăрçи участникĕ Т.Алимов тата ыттисем те хĕрỹ сăмах тухса каларĕç. _ Фронтра чаплă Çĕнтерỹ турăмăр. Халь колхозра тепĕр çĕнтерỹ тумалла _ çурхи ака ĕçĕсене ăнăçлă вĕçлемелле, вăйлă тырпул туса илмелле! _ терĕç вĕсем. Çакăн пек митингсем кашни ялтах, коллективра пулса иртрĕç. Унта хутшăнакансем Аслă Çĕнтерỹ тума хавхалантарнă çĕршыв ертỹçисене чĕререн тав турĕç.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 мая 2010
00:00
Поделиться