Правилăсене пăхăнмаççĕ _ штраф тỹлеççĕ
КĂÇАЛ пĕрремĕш кварталта район территорийĕнче 1 авари пулнине, пĕр çын йывăр аманнине (пĕлтĕр 3 уйăхра 4 аварире 4 çын суранланнă) регистрациленĕ. Авари мартăн 13-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел çумĕнчи вăрман çулĕ çинче пулса иртнĕ. Юра бульдозерпа хырса тасатнă çул çинче çуна кỹлнĕ лашапа кустăрмаллă трактор пĕр-пĕрне хирĕç килнĕ. Пĕр транспорт кăна пымалли çул çинче (вăл тăвăр пулнă) пĕрин чарăнса тăмалла, теприн çак вăхăтра айккинелле пăрăнса иртмелле пек ĕнтĕ. Анчах çук вĕт _ вĕсем чарăнса тăман, çакна пула авари тунă. Лаша хуçи йывăр аманнă, ăна больницăна ăсатнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 3214 факта шута илнĕ ГИБДД сотрудникĕсем. Административлă протоколсенчен 1316-шĕ _ водительсем хăвăртлăх режимне пăснипе, 34-шĕ _ ỹсĕрле руль умне ларнипе, 67-шĕ _ çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе, 385-шĕ _ транспорт хатĕрĕсен салонĕнче хĕрушсăрлăх пиçиххине çыхăнманнипе, 15-шĕ штрафсене вăхăтра тỹлесе татманнипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле штрафсен сумми 496 пин те 200 тенкĕпе танлашать. Пĕрремĕш кварталта ГИБДД сотрудникĕсем пурĕ 14 пин те 70 транспорт хатĕрне чарса тĕрĕсленĕ, çав шутран 9801-шне _ "Шырав" операци вăхăтĕнче. Тивĕçлĕ документсемсĕр груз турттарса кайма пăхнă 41 автомашинăна тытса чарнă, çав шутран 3-шĕ _ тĕслĕ (9,5 тонна) тата хура (10 тонна) металл тиенисем. Пĕр çăмăл автомашинăра вара ниçта та регистрацилемен хĕç-пăшал тупнă. Саккуна пăснă водительсене пурне те милицин дежурнăй чаçне ăсатнă, унта кирлĕ мерăсем йышăннă. Инспекторсем предприятисен автотранспорт паркĕсене тĕрĕслесех тăраççĕ. 3 уйăхра планра тăнă 3 тĕрĕслев, транспорта гаражран кăларнă чухне 12 тĕрĕслев ирттернĕ. Руководительсене 6 предписани çырса панă, должнăçри 5 çынна штрафланă. Çул-йĕре пăхса тăракан-юсакан организацисене 13 предписани тăратнă. РФ КоАПĕн 12.34 статйине тĕпе хурса должнăçри 2 çынна, КоАПăн 19.5 статйин 1-мĕш пайĕпе никĕсленсе должнăçри 2 çынна административлă майпа айăпланă. Халĕ çул-йĕрсем юртан ирĕлсе тасалчĕç. Анчах та çул-йĕр правилисене пăхăнманни хуть-хăш вăхăтра та инкек патне илсе пыма пултарнине водительсен те, çуран çỹрекенсен те асрах тытмалла.