36 ÇУЛТИ çамрăк хĕрарăм Шупашкарта икĕ майпа тăранса пурăннă: наркотиксем хатĕрлесе, çĕрле _ "авалхи профессипе"... Пĕчĕк ачине вăл кукамăшĕпе хăварнă, хăй вара Трактор тăвакансен урамĕнче хваттер тара илнĕ, хуçине укçа тỹлесе тăнă. Унта вăл тепĕр çамрăк хĕрарăмпа пурнăçăн пĕтĕм "ырлăхне" пайланă. Вĕсемпе пĕрле пĕр арçын пурăннă, вăл килти условисенче хăватлă наркотик _ дезаморфин хатĕрленĕ. Хĕрарăмсем ăна наркотиксем тумалли препаратсемпе тивĕçтерсе тăнă (вĕсене аптекăран тата хуçалăх магазинĕнчен туяннă). Нумаях пулмасть виççĕшне те наркотĕрĕслев сотрудникĕсем тытса чарнă. РФ УКĕн 232 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, çак факт тăрăх уголовнăй ĕç пуçланă. Ку хваттер _ наркополицейскисем кăçал тупса палăртнă 22-мĕш притон. Наркотиксемпе çыхăннă тепĕр преступлени çинчен те кĕскен каласа хăварас килет. Юнусов, Корягин тата Мариничев, условнăй сроксем илнĕскерсем, Чăваш Республикин территорийĕнче наркотиксем сарас енĕпе преступленилле ушкăн йĕркеленĕ. Çак преступление те Чăваш Республикин наркотĕрĕслев сотрудникĕсем çийĕнчех тăрă шыв çине кăларнă. нумаях пулмасть Шупашкар хулин Мускав районĕн сучĕ приговор йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, Юнусова _ 17 çуллăха, Корягинпа Мариничева 16-шар çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Преступленилле ушкăнри ытти çынсем те тивĕçлĕ сроксем илнĕ. Вĕсем хушшинче Шăмăршă районĕнче çуралса ỹснĕ, "ФАЭТТИ" магазинта продавец-кассирта ĕçленĕ С.Г.А. та пур. Ăна 10 çуллăха ирĕкрен хăтармалла, 30 пин тенкĕ штраф тỹлеттермелле тунă. Наркотиксем сутса, çын сывлăхне хавшатса-сиенлесе пуяймăн çав.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.