Туртни _ сывлăха пĕтерни
ТАБАК туртни сывлăха кунран-кун сиенлесе пырать. Пирус тĕтĕмĕнче 4 пине яхăн хими элеменчĕ шутланать, çав шутра никотин та пур. Çавăн пекех пирус сĕрĕмĕнче радиоактивлă веществосем пурри те паллă. Çавăнпа та пĕр пачка пирус туртни _ çулталăкра 500 рентген пайăрки лекнипе танлашать. Никотин пур органсене те сиенлесе тăрать, чи малтан _ тĕп нервăсен системине. Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çав шутра пуç мимипе, чĕрепе, пỹресемпе çыхăннисем. Ỹпкене тата карланкăна сиен кỹнисĕр пуçне, пирус туртни чĕрене, тымарсене хавшатать, юн пусăмĕ ỹсет, холестеринсен шайĕ пысăкланать, атеросклероз чирĕ лекет. Час-часах туртакансем урисем ыратнипе аптăраççĕ, ыйхă канăçлăхĕ çухалать, вар-хырăм пăсăлас хăрушлăх ỹсет. Çаксем пурте ĕçлес-шухăшлас пултарулăха чакараççĕ. Никотин сывлăха майĕпен хавшатать, шăлсене пĕтерет, вар-хырăмпа пыршăсен шыçă чирне пуçарать. Шкул ачисем хушшинче туртакансем вĕренỹре япăх ĕлкĕрсе пыраççĕ. Туртакан хĕрарăмăн ачи ăшра кирлĕ пек аталанаймасть. Туртни ĕç тухăçлăхне чакарать, тавралăха (сывлăша, çĕре, шыва) варалать. Пирус туртакан хăйне кăна мар, ыттисене те сиен кỹрет, уйрăмах _ ача-пăчана. Унпа пĕрле пурăнакансем чĕре чирĕсемпе, ỹпке ракĕпе, астма, бронхит чирĕсемпе чирлес хăрушлăх пур. Çапла вара, пируспа туслашнă çынсен тарăннăн шутласа пăхмалла. Паллах, алла сигарет тыманни нумай хут лайăхрах! Çакă вара хăвăршăн та, ыттисемшĕн те лайăх.