Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тỹнтерле ĕçшĕн _ суд сакки çине

 

 

 

 2010 ÇУЛХИ январь-февраль уйăхĕсенче, преступленисемпе кĕрешессинче организацилле-практикăлла мероприятисене куллен пурнăçласа пырса, район территорийĕнчи оперативлă лару-тăрăва тимлĕхре тытнă. Районти шалти ĕçсен пайĕнче оперативлă служба ĕç-хĕлĕ малтан палăртнă управлени планĕсемпе килĕшỹллĕн пынă, вĕсене пайри подразделенисем мĕнлерех пурнăçланине пай начальникĕн кабинетĕнчи оперативлă канашлура сỹтсе явнă. Кăçлахи 2 уйăхра район территорийĕнче 58 преступлени пулнине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта _ 57). Преступленисен 93,3 процентне уçса панă. Преступленисене уйрăммăн илсен, çын сывлăхне юриех йывăр сиен (суран) кỹресси (2009 çулхи 2 уйăхра _ 1 факт, кăçал çак тапхăрта _ 2), ултавлă ĕç (0-1) тата хулиганла ĕç (0-2) тăвасси, обществăлла вырăнсенче саккун йĕркисене пăсасси (2-5), малтан преступлени тунисем (16-28), ушкăнпа каварлашакансем (3-5) саккуна хирĕçле çул çине тăрасси, çын çине алă çĕклесси (20-21) ỹснĕ. Ют пурлăха вăрласси (8-5), саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрасси (3-2), ỹсĕр çынсем (11-2), ниçта та ĕçлеменнисем (37-27) преступлени тăвасси чакнă. Экономика преступленийĕсемпе кĕрешекен служба хăйĕн ĕçне сисĕмлех лайăхлатнине палăртса хăвармалла. Çак ушкăнри сотрудниксем пĕлтĕрхи 2 уйăхра экономикăри 10 преступление тăрă шыв çине кăларнăччĕ, кăçал çак тапхăрта _ 18. Февраль уйăхĕнчи преступленисене илсен, кунта чи малтанах çын çине алă çĕкленĕ фактсем çинче чарăнса тăрас килет. Акă, Кивĕ Чукалти 1969 çулта çуралнă арçын хирĕçỹ-харкашу вăхăтĕнче çак ялти урамра тепĕр çынна пуçĕнчен йывăç патакпа çапнă. Халĕ унăн РФ УКĕн 115 статйин 2-мĕш пайĕ тăрăх явап тытма тивет. Алăсене ирĕке янă тĕслĕхсем тăрăх иртнĕ уйăхра пурĕ 8 уголовнăй ĕç пуçарнă. Тата йывăртарах преступленисенчен сыхланса, милицин участокри уполномоченнăйĕсем çакнашкал тỹнтерле пулăмсене ытларах регистрацилеме, тивĕçлĕ мерăсем йышăнма тăрăшаççĕ. Ытларах чухне арçынсем хĕрарăмсене хĕнеççĕ. Ывăлĕсем ашшĕсене çапса янă фактсем те тĕл пулаççĕ. Электроэнерги _ тавар. Уншăн укçа тỹлемелле. Энерги вăрланă фактсем тăрăх, РФ УКĕн 165 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, февральте 2 уголовнăй ĕç пуçарнă. Саккуна пăсса килте хĕç-пăшал, патронсем упрама юраманни пирки хăш-пĕрисем темшĕн манаççĕ, кайран ĕнсене хыçаççĕ. Акă, Асанкассинчи К.А.И., 1978 çулта çуралнăскер, хăйĕн килĕнче 5,6 миллиметр калибрлă 8 патрон упранă. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 222 статйин 1 пайне тĕпе хурса, уголовнăй ĕç пуçарнă. Килти условисенче туса хатĕрленĕ сăмакун сутнăшăн, РФ УКĕн 238 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн кăçал 8 çын, çав шутран февральте 4 çын пирки уголовнăй ĕç пуçланă. Кунашкал тỹнтерле пулăма хирĕç малашне те пĕр тикĕс ĕçлесе пырăпăр. Сăмахăма вĕçленĕ май, çакна кăна каласа хăварас килет. Саккуна хирĕçле хуть мĕнле ĕç те йĕр хăвармасăр иртмест. Уншăн тулли явап тытма тивет. Кун пирки яланах асра тытмалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 марта 2010
00:00
Поделиться