Ăшă кăмăллă тĕл пулу
ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине халалласа тăтăшах тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Паттăрлăх урокĕсем, вăрçă, тыл ветеранĕсемпе тата çарта пулнă, халĕ службăра тăракан офицерсемпе тĕл пулусем йĕркелесси кунта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Ỹссе çитĕнекен ăрăва çарпа патриотизмла воспитанийĕ парас енĕпе тĕллевлĕн те çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕсем те куç умĕнчех. Ăнсăртран мар ĕнтĕ ку шкултан вăтам пĕлỹ илсе тухакансенчен çулленех çар училищине вĕренме кĕрекенсен йышĕ ỹссех пырать. Акă кăçалхи выпускниксенчен те тăваттăшĕ хăйсен тĕллевне çĕршыв хỹтĕлевçисен пурнăçĕпе çыхăнтарма хатĕрленеççĕ. Çак кунсенче кунти шкулăн 9 "Б" класĕнче çар службинче пулнă ветерансемпе тĕл пулу сехечĕ иртрĕ. Унта Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕ, Шăмăршă ялĕн хисеплĕ çынни Вячеслав Кириллович Захаров, Пĕтĕм Раççейри "Движение поддержки флота" обществăлла организаци Президиумĕн членĕ Анатолий Николаевич Казенов тата "Единая Россия" партин вырăнти уйрăм ĕçтăвкомĕн ертỹçи Петр Иванович Фомин хутшăнчĕç. 9 "Б" класс ертỹçи Ирина Алексеевна Харитонова учительница вĕренекенсене Тăван Çĕршывăн иртнĕ хаяр вăрçи пирĕн халăха кỹнĕ инкек-синкекпе нуши-терчĕ çинчен каласа кăтартрĕ. Аслă Çĕнтерĕве туптанисен паттăрлăхĕпе тỹсĕмлĕхĕ çинчен асра юлмалла ăнлантарса пачĕ. Тинĕс-çар флочĕн ветеранĕ В.К.Захаров вара шкул ачисене Тинĕс-çар флочĕн пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Яш-кĕрĕме çĕршыва хỹтĕлеме хатĕр пулма, лайăх вĕренме, спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕ. Унтан Пĕтĕм Раççейри "Движение поддержки флота" обществăлла организаци Президиумĕн членĕ А.Н.Казенов асăннă организаци çамрăксене патриотизм майлă воспитани парас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсемпе паллаштарчĕ. Тинĕс çар флочĕн ветеранне Вячеслав Кирилловича, организаци Президиумĕн ячĕпе "Ветеран Военно-морского флота" медаль парса чысларĕ. Тăххăрмĕшсем тĕл пулăва килнисене уçă кăмăллă та усăллă калаçушăн ăшшăн тав турĕç, аслисен сăмахĕсене яланах асра тытма пулчĕç.