Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем" конкурс

 

 РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев "Çулталăкри чи лайăх çамрăк специалистсем" конкурс ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Ăна çамрăк специалистсен професси ăсталăхне ỹстерес тĕллевпе ирттереççĕ, конкурса 30 çула çитмен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурс участникĕн предприятире пĕр çулталăкран кая мар ĕçлемелле. Конкурс çак номинацисемпе иртет: _ "Сывлăха сыхлас ĕçри чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Вĕрентỹ ĕçĕнчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Культура ĕçĕнчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Ял хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Вăрман хуçалăхĕнчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Суту-илỹ ĕçĕнчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Муниципаллă (патшалăх) службинчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Право йĕркине сыхлакан органсенчи чи лайăх çамрăк специалист"; _ "Патшалăхăн çамрăксен политикин сферинчи чи лайăх çамрăк активист-общественник"; _ "Промышленноçри чи лайăх çамрăк специалист". Конкурс кăтартăвĕсене кăçалхи июнь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерỹçĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чыслаççĕ. Конкурс условийĕсем пирки тĕплĕнрех 2-36-22, 2-33-14 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 марта 2010
00:00
Поделиться