Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăксемпе ĕçлессине лайăхлатас тĕллевпе _ конкурс

РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев "Районти ял поселенийĕсенче, учрежденисемпе организацисенче тата предприятисенче çамрăксемпе ĕçлессине лайăхлатас тĕллевпе конкурс ирттересси çинчен" йышăну тунă. Конкурса йĕркелесе ирттерекенĕ _ район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура пайĕ. Конкурс кăçалхи март-ноябрь уйăхĕсенче "Ял поселенийĕ çумĕнчи çамрăксемпе чи лайăх ĕçлекен Совет" тата "Предприяти (организаци, учреждени) çумĕнчи çамрăксемпе чи лайăх ĕçлекен Совет" номинацисемпе иртет. Тăватă тапхăрта _ районти мероприятисене хутшăнса, кăтартуллă мероприятисене хутшăнса, информаци отчечĕ тăратса тата пĕтĕмлетỹ ĕçĕнче ăмăртмалла. Пĕрремĕш тапхăрта ял поселенийĕсенче Раççей Геройне Олег Долгова асăнса патриотла юрăсен фестивалĕ (февраль), "Çамрăк çемье _ 2010" районти конкурс (апрель-май), "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" спорт ăмăртăвĕ (апрель), Эстрада юррисен "Çамрăк сасăсем" фестивалĕ (июнь), ял çамрăкĕсен Спартакиади (июнь), районти çамрăксен КВН командисен вăййисем (ноябрь), "Çамрăксен чи лайăх наставникĕ" районти конкурс (август-октябрь), "Чи лайăх çамрăк специалист" районти конкурс (март-июнь), предприятисемпе учрежденисенче тата организацисенче "Çамрăк çемье _ 2010" районти конкурс (март-апрель), "Атте, анне тата эпĕ _ спорт çемйи" ăмăрту (апрель), ял çамрăкĕсен Спартакиади (июнь), çамрăксен КВН командисен районти вăййисем (ноябрь), "Çамрăксен чи лайăх наставникĕ" районти конкурс (август-октябрь), "Чи лайăх çамрăк специалист" районти конкурс (апрель-июнь) иртеççĕ. Конкурс комиссийĕ çĕнтерỹçĕсене балсен сумми тăрăх палăртать. Номинацисем тăрăх малти виçĕ вырăна йышăнакансене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата хаклă парнепе чыслаççĕ

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 марта 2010
00:00
Поделиться