"Атте" _ тесе, ай, калаймарăмăр...
ТĂВАН çĕршывăмăр мирлĕ пурăнма тытăннăранпа часах 65 çул çитет. Вăрçăпа тыл ветеранĕсене патшалăх тивĕçлипе чыслать, хваттер парас ыйтăва та кăçалах татса парасшăн. Эпир _ аттесене вăрçăра çухатнисем _ Васан ялĕнче улттăн. Вăрçă ветеранĕ те мар эпир, тыл ветеранĕ ята та тивĕçеймерĕмĕр. Мĕншĕн тесен эпир ун чухне çап-çамрăк ачасем çеç пулнă. "Аçу фронта тухса кайнă чухне эсĕ çичĕ эрнере кăначчĕ", _ тетчĕ анне. Атте 1943 çулта фашистсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ. Аннесем пире çав тери пысăк нушапа ỹстернĕ. Аттелĕ ачасем пек ырă тумтир тăхăнса кураймарăмăр, пысăка вĕренеймерĕмĕр, укçа çукки яланах умри çула пỹлсе тăнă. Юрать-ха, анне тăрăшнипе медсестрана вĕренсе тухрăм, 38 çул пĕр вырăнта пенсичченех вăй хутăм. Çапах та мана чи пĕчĕк пенси тỹлеççĕ, ĕç укçи пирĕн пысăк пулман çав. Вăрçă çулĕсенче пĕчĕк ача пулнисем нушине ытлашшипех тỹснĕ, нумайăшĕ йывăр чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. Выçăллă-тутăллă пурăнни хăйĕн асаплă йĕрне хăварнах ĕнтĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ май, вăрçă ачисем çинчен те манса каяс марччĕ. Уяв ячĕпе районтан саламлă открытка ярса парсан та _ ваттисемшĕн пысăк савăнăç. Пирĕн аттесем вăрçăра вилнĕ, вĕсен ачисем тимлĕхсĕр ан юлччĕр.