Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тивĕçлĕ пĕлỹпе _ çар службине

 

ЮЛАШКИ çулсенче çамрăксем контракт йĕркипе çар службине ытларах та ытларах кайма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра кашнийĕн валли килĕштернĕ ĕç тупăнсах каймасть. Ĕç çук _ укçа та çук. Ку вара çамрăка моральпе психологи тĕлĕшĕнчен пысăк сиен кỹрет. Раççейри çар службинче вара вăтам пĕлỹллĕ, çирĕп сывлăхлă кашни йĕкĕт валли ĕç тупăнать. Нумай чухне чун килĕштернĕ должнăçа та суйласа илме пулать. Анчах та малтан, паллах, çар специальноçне алла илмелле. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен пайĕ хальхи вăхăтра Рязань хулинчи вĕренỹ центрне вĕренме кайма кандидатсем пуçтарать. 19 çултан пуçласа 35 çул таранчченхи çамрăксен çирĕп сывлăхлă, вăтам пĕлỹллĕ пулмалла, çỹллĕшĕ _ 170 сантиметртан кая мар. Çак центрта çамрăксене ятарлă вăтам пĕлỹ илнине çирĕплетекен диплом тата сержант званийĕ параççĕ. Вĕренĕве вĕçлесен, илнĕ специальнăçпа килĕшỹллĕн, вĕсен 5 çуллăха çар службинче тăма контракт çырмалла. Çар центрĕнче ятарлă вăтам пĕлỹ панă май, унта кĕме вырăс чĕлхипе, математикăпа, физикăпа, физкультурăпа тата физкультура хатĕрленĕвĕпе тĕрĕслев витĕр тухмалла. Вĕреннĕ вăхăтра кашни уйăхра 20 пин тенкĕ тỹлесе тăраççĕ. Вĕренỹре мĕнлерех ĕлкĕрсе пынине кура, кунсăр пуçне 5 пин тенкĕрен пуçласа 15 пин тенкĕ таран хушса тỹлеççĕ. Центрта 2 çул та 10 уйăх вĕренмелле. Вĕренĕве вĕçлесен, контракт службине пуçласан, çамрăксем 35 пин тенкĕ ĕç укçи илеççĕ, хăтлă общежитире пурăнаççĕ. Кăмăл тăвакансене Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен пайне (Патăрьел ялĕ, Ленин пр., 24 çурт) килме сĕнетпĕр

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 марта 2010
00:00
Поделиться