ЭРЕХ-СĂРА пуç мимин клеткисене пысăк сиен кỹрет. Алкоголизм чирне тĕпчес тĕллевпе ученăйсем йĕке хỹресене "алкоголиксем" туса хунă та вĕсен пуç мимин клеткисене эрех-сăра таврашĕ еплерех сиенлеме пултарнине сăнанă. Акă мĕн асăрханă: алкоголь вăйлăн "пулăшнипе" нерв клеткисем хушшинчи пушă вырăна норадреналинпа дофамин йышши медиаторсем сăрхăнса кĕресси питех те пысăкланать. Çыннăн кăмăл-туйăмĕ еплерех пуласси çав медиаторсем клеткăсемпе юнра мĕн чухлĕ пухăннинчен килет. Пĕрремĕш черкке хыççăн çыннăн шухăш-туйăмĕ çунатланса каять. Вăхăт иртсен, медиаторсем тухса пĕтнĕ хыççăн, вĕсен хисепĕ чакать, психикăпа физиологи тĕлĕшĕнчен чăрмав тапхăрĕ пуçланать. Çын пули-пулми япалашăнах чĕрре кĕрет, унăн пуçĕ ыратать, алли-ури чĕтрет, чĕри хăвăрттăн тапать тата ытти те. Мухмăрне ирттерес тесе çын "сипленсенех" (кун пек чухне алкоголь медиаторсем ытларах та ытларах кăларса тăрассине вăйлатма пулăшать) пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе çитет. Кун пек чухне сывлăх кăштах лайăхланни вăхăтлăх япала çеç, мĕншĕн тесен медиаторсем нумай пĕтни вĕсем çĕнĕрен ытларах та ытларах "çураласси" патне илсе пырать. Алкоголь ăшне путсах ларнипе хăш-пĕр арçынсем ытла та кĕвĕçме пуçлаççĕ, вĕсене кашни утăмрах хăйсен арăмĕ урăх арçынпа пурăннăн туйăнать. Çак чир вăраха кайнă алкоголизмпа аптăракан арçынсен, вăтамран вĕсем 50 çул тĕлне çитсен, аталанма пуçлать. Малтанлăха кĕвĕçсе калаçасси вĕсен ỹсĕр чухне кăна пулать, каярахпа мухмăрлă чухне те çакнашкал калаçнине илтме пулать. Чи хăрушши _ чирлĕ арçынсем хăйсен арăмĕсене ỹсĕр мар чухне те кĕвĕçеççĕ, çакă та алкоголь пуçа минретнин хăрушă тĕслĕхĕ. Ĕçке ернĕ çынсен тепĕр хăрушă чирĕ _ алкоголь психозĕ. Çак чире çийĕнчех сиплеме тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен ун пек çынсем хăйсемшĕн те, çывăх çыннисемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.