Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çурхи шыв-шуртан асăрхануллă пулар

 

 

РАЙОн пуçлăхĕ В.П.Фадеев "2010 çулхи çурхи шыв-шур вăхăтĕнче асăрхануллă пуласси çинчен" йышăну кăларнă. Çурхи шыв-шура хирĕç кĕрешес тĕлĕшпе 7 çынтан комисси туса хунă, комисси председателĕ _ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Н.Никифоров. Çакăн пек комиссисене кашни ял поселенийĕнчех туса хума хушнă. Çурхи шыв-шурпа кĕрешмелли район планĕпе килĕшỹллĕн, вырăнсенче шыв илме пултаракан объектсене малтанах палăртмалла, кун пирки халăха асăрхаттармалла. Районти кашни çын чрезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче "01" е "112" номерлĕ телефонсемпе ятарлă службăна шăнкăравламалли çинчен пĕлсе тăтăр. Пур çĕрте те паян-ыранах административлă çуртсемпе пурăнмалли çурт-йĕрсен, шкулсемпе ача сачĕсен, суту-илỹпе медицина объекчĕсен, выльăх-чĕрлĕх витисен çивиттийĕсем çинчи юра хырса антарассине йĕркелемелле.



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 марта 2010
00:00
Поделиться