Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕлĕхсем вăя кĕчĕç

 

Патшалăх автоинспекцийĕн подразделенийĕсенче патшалăх пошлинин тỹлевĕсем ỹснĕ теççĕ. Хăш енĕпе тата мĕн чухлĕшер-ши?

 

К.ПЕТРОВ. Шăмăршă ялĕ.

 

 Тĕрĕсех, _ çакна çирĕплетрĕ вулакан (ахăртнех, водитель) ыйтăвĕ пирки районти ГИБДД ОВДăн Шăмăршă районĕнчи инспекторĕ, милицин аслă лейтенанчĕ Ф.Марков. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ çул вĕçĕнче Раççей Президенчĕ çакăн пирки 374-мĕш номерлĕ Федераллă закона алă пуснă. УГИБДД пĕлтернĕ тăрăх, малашне автомобильсен регистраци паллине илме 1500, мототранспорт хатĕрĕсен, прицепсен, тракторсен, хăй тĕллĕн çỹрекен тата çул-йĕр строительствин машинисен номерĕсене илме 1000 тенкĕ тỹлемелле пулать. Çавăн пекех транспорт хатĕрĕн паспортне (ПТС) илес тесен 500 тенкĕ кăларса хума тивет, ТС свидетельствишĕн _ 300 тенкĕ. Техосмотр иртнине çирĕплетекен талон хакĕ вара вунă хут ỹснĕ _ халĕ вăл 300 тенкĕпе танлашать. Водитель удостоверенине (права) илес пулсан, малашне хутран хатĕрленишĕн 400, пластикран хатĕрленишĕн 800-шер тенкĕ тỹлеме тивĕ, пĕтĕм тĕнчипе çỹреме юрăхлă правашăн _ 1000 тенкĕ таранах. Автомобильпе вăхăтлăх çỹремелли права хакĕ _ 500 тенкĕ. Маларах илнĕ техпаспорта улшăнусем кĕртнĕшĕн те 200 тенкĕ тỹлеме тивĕ, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене тивĕçтерни пирки çирĕплетекен свидетельство хакĕ вара унчченхи 50 тенкĕрен 500 тенкĕ таранах ỹснине палăртса хăвармалла. Малашне маларах регистрациленĕ автомобильсене вĕсем ăçта пулнине кура вăхăтлăх регистрациленĕшĕн тỹлемелли патшалăх пошлинин виçине 200 тенкĕ палăртнă. Тимĕртен хатĕрленĕ "Транзит" паллăн хакĕ _ 1000 тенкĕ, хутран хатĕрлени _ 100 тенкĕ. Çапла майпа вара ГИБДДра çĕнĕ автомобиле регистрацилес тесен (патшалăх номерне, ПТС, регистраци свидетельствипе ТО талонне панине кура) водителĕн енчĕкĕ 2600 тенкĕ çỹхелĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
04 марта 2010
00:00
Поделиться