ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров "Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли" Çырăвĕнче энергие перекетлекен мероприятисене пурнăçа кĕртмелли, топливăпа энергетика ресурсĕсемпе усă курассин тухăçлăхне ỹстермелли çинчен пурне те ăнланмалла, уçăмлă каланă. Ним пытармалли те çук, эпир çут çанталăк газне, ăшă тата электричество энергине, сивĕ тата вĕри шыва перекетлеме кирлĕ пек тăрăшмастпăр-ха. Акă, нумай хваттерлĕ çуртсенех илер. Подъезд чỹречисен рамисем _ пĕр хутлă çеç, катăлнă кĕленчесем те пур. Ăшă трасси вырăн-вырăн çĕтĕк. Тепĕр тĕлте вĕри пăс гейзер евĕр палкать... Специалистсем каланă тăрăх, пирĕн тăрăхра тăвакан нумай хваттерлĕ çуртсен стенисем те çỹхерех, вĕсене сивĕ яман изоляци материалĕсемпе сăрман. Çавна пулах хваттере мар, сывлăша ăшăтатпăр. Шкулсемпе культура учрежденийĕсенче, тĕрлĕ кантурсенче те энергипе тирпейсĕр усă кураççĕ. Коридорта кăнтăр кунĕнчех çĕршер ватлă лампочкăсем çунни никама та пăшăрхантармасть пулмалла. Шăмăршă урамĕсенче талăкĕпех электролампăсем çуннине те пĕрре çеç мар курнă. Энергие перекетлесси тата энергетика эффективлăхне ỹстересси çинчен калакан Федераллă саккунпа килĕшỹллĕн, 2011 çултан пуçласа ахаль лампочкăсем вырăнне энерги перекетлекен лампочкăсемпе çеç усă курмалла пулать. Энерги перекетлеме вĕренесси _ пурнăç ыйтăвĕ. Тăкаксене чакарса пырсан, патшалăх экономики те тĕрекленĕччĕ. Çакă пиртен пурсăмăртан та нумай килет.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.