Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Учитель çулне халалласа районта ирттерме палăртнă мероприятисен планĕнчен

 УЧИТЕЛЬ çулне чаплă лару-тăрура уçасси _ январь. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн чи лайăх учительсене укçан хавхалантармалли конкурса хутшăнасси _ март-август. "Çулталăк учителĕ" ятпа районти конкурс ирттересси _ февраль. Пĕтĕм Раççейри "Çулталăк учителĕ" професси конкурсĕн республикăри тапхăрне хутшăнасси _ I-II кварталсем. "Районти чи лайăх шкул" конкурса хутшăнасси _ апрель. "Çулталăк директорĕ" конкурса ирттересси _ июнь. "Вĕрентỹ ĕçĕнчи лидер" республика конкурсне хутшăнасси _ сентябрь. Учитель-новаторсен республикăри форумне хутшăнасси _ октябрь. Шкулсенчи физикăпа математика учителĕсен методика идейисен районти фестивалĕ _ январь. Шкулсенчи истори, обществознани, право учителĕсен методика идейисен районти фестивалĕ _ март. Шкулсенчи ОБЖ учителĕсен методика идейисен районти фестивалĕ _ апрель. Шкул ачисем хушшинче "Шкул пурнăçĕ" фотоконкурс ирттересси _ январь-июль. Шкул ачисем хушшинче "Эпĕ учитель пулнă пулсан..." ятпа сочиненисен конкурсне ирттересси _ январь-июль. Учитель кунне халалласа "Ăрусен тĕл пулăвĕ" ятпа районти уява ирттересси _ ноябрь.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 января 2010
00:00
Поделиться