Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кубок _ Шăмăршă районĕнче

ÇĔНĔ çул умĕн, Раççейри Çăлавçăсен кунне халалласа, Шупашкарта чрезвычайлă лару-тăруран асăрханас тата ăна пĕтерес тĕлĕшпе ĕçлекен республика комиссийĕн анлă ларăвĕ пулса иртнĕ. Унта кăçалхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, шăмăршăсем те начар мар ĕçленине палăртса хăварнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх, сăмахран, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи пушар надзорĕн Патшалăх управленийĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн пĕрремĕш степень Дипломне тата куçса çỹрекен Кубока тивĕçнĕ. Çавăн пекех, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен Патшалăх Комитечĕн пушара хирĕç кĕрешекен службăн Шăмăршăри 42-мĕш пушар чаçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Дипломĕпе, пушар чаçĕн караул начальникне Анатолий Васильевич Низамова Тав çырăвĕпе чысланă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 января 2010
00:00
Поделиться