ТАБАК туртни сывлăха кунран-кун, уйăхран-уйăх, çулран-çул сиенлесе пырать. Сигарет тĕтĕмне сăвăрмассерен организма 40 ытла сиенлĕ япала кĕрет. Никотин, кỹкĕрт водорочĕ, уксуспа кăткă кислотисем, этилен, изопрен, сĕрĕм газĕ, тĕрлĕ сăмаласем, радиактивлă полоний, ытти япаласем шыçă чирĕсен пуçаруçисем пулса тăма пултараççĕ. Ỹпкене тата юна лексен вĕсем сывлăха хавшатаççĕ. Уйрăмах сăмала япалисем сиенлĕ. Никотин вара _ чи сиенлĕ наркăмăшсенчен пĕри. Тĕпчевсем кăтартнă тăрăх, никотин дозин тăваттăмĕш пайĕ 7 çеккунтранах пуç мими патне çитет. Никотин пур органсене те сиенлет, чи малтан _ тĕп нервĕсен системине. Ăна пула юн тымарĕсем пĕрĕнеççĕ, çав шутра пуç мимипе, чĕрепе, пỹресемпе çыхăннисем те. Сигарет туртнă май, çыннăн пуç мимин тулаш сийĕ пăлханса-хумханса каять. Кайран вара хавхалануллă кăмăл хирĕçле эффектпа ылмашăнать. Малтанхи лайăх пулăма каялла тавăрас тесе çын каллех пирус хыпать... Пирус туртакан çыннăн тип пырĕ (бронхи) пăсăлать, лăймакаллă сий тăртанса хĕрелет. Йывăррăн сывласси, час-часах ỹстересси тата вăраха кайнă бронхит табак туртаканăн яланхи "юлташĕсем" пулса тăраççĕ. Пируспа туслашнă çыннăн чĕре таппин ритмĕ пăсăлать, ыйхă канăçлăхĕ çухалать, вар-хырăм пăсăлас хăрушлăх ỹсет. Çаксем пурте ĕçлес-шухăшлас пултарулăха чакараççĕ. Туртакансем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе те ытларах чирлеççĕ. 45 çултан аслăрах арçынсен виççĕмĕш пайĕн чир-чĕрĕсем шăпах пирус туртнипе çыхăннă. Пируспа туслашман çынсемпе танлаштарсан, 40-49 çулти сигарет туртакансем хушшинче çын вилесси 3 хут пысăкрах, 60-65 çултисем хушшинче _ 19 хут. Çапла вара, пируспа туслашнă çынсене тарăннăн шутласа пăхма сĕнес килет: туртмалла е туртмалла мар? Паллах, алла сигарет тытманни нумай хут лайăхрах.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.