Поэта асăнса - мероприяти
ЧĂВАШСЕН паллă поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 110 çул çитнине пирĕн районта та анлă паллă тăваççĕ. Поэта асăнса сăвă вулавĕсем, куравсем йĕркелеççĕ. Пуянкассинчи шкулта та пысăк мероприяти хатĕрлесе ирттерчĕç. Шкул ачисем хаваспах хутшăнчĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Мероприятие Çеçпĕле асăнса йĕркеленĕ куравпа пуçларĕç. Ун çинчен çырнă кĕнекесем, статьясемпе аса илỹсем вĕренекенсене çĕнĕлĕхсем уçса пачĕç. Çакăнтах стена хаçачĕпе те паллашма май пур. Ăна та тăрăшса хатĕрлени палăрчĕ. 7 класра вĕренекенсем пухăннисем валли "Çиçсе тăракан талант" презентаци хатĕрленĕ. Экран çинче Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултаруллăхĕ тапхăрăн-тапхăрăн тухса пычĕ. Сăн ỹкерчĕкĕсене те проекторпа кăтартрĕç. Çав вăхăтрах унăн сăввисене пăхмасăр вуларĕç. Рефератсен конкурсне те пĕтĕмлетсе хăварчĕç. Вĕсене вĕренекенсем, паллах, Çеçпĕл Мишшипе çыхăнтарса çырнă. Чи лайăххисен шутĕнче 9 класра вĕренекен А.Волкова, С.Данилова, И.Кузнецова, 8 класри С.Большаковпа А.Андреева ĕçĕсем тесе палăртрĕç. Пултаруллă сăвă вулакансене те ятранах асăнса хăвармалла. Вĕсем тăрăшса, туйăмпа вуларĕç. 5 класри К.Адреевапа К.Спиридонова, 6 класри А.Афанасьева, 8 класри Е.Пушкина, 9 класри А.Андреева хăйсем вĕреннĕ сăвăсене артистсенчен кая мар вулама пултарчĕç. Ачасен мероприятине шкулти чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Л.Краснова йĕркелесе пычĕ. Вĕренекенсен пултарулăхĕпе тăрăшуллăхне директорăн вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен çумĕ А.Ефимова пысăк хак пачĕ.