Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕне выльăх, чăх, кăркка...

 

_ Халиччен лавккара сĕт-çу, аш-какай, çăмарта туянса курман _ пурте хамăрăн, _ тет район центрĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакан, Шăмăршă типографийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Л.Борисова. _ Ялта пурăнса та выльăх усраман çынна эпĕ кахал çын тенĕ пулăттăм... Борисовсем унччен те выльăх-чĕрлĕх тытмасăр тăман _ кунĕпех ĕçре пулнă чухне те картишĕнче выльăх чунĕ пулнă. Халĕ те Людмила Георгиевнапа Федор мăшăрĕ икĕ ĕне, сысна, йышлă чăх-чĕп усраççĕ, сурăхсем те пур. Качака _ икĕ пуç. Çакна та каласа хăварас килет: Шăмăршăра кăркка усракансем питĕ сахал. Борисовсем кăркка усрас тĕлĕшпе те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Кăçал кăна ĕçчен çемье икĕ пăру ỹстерсе сутнă. Пенси укçи çумне хушма тупăш мар-и-ха ку? Район центрĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп усрама пултараççĕ. Ỹркенмелле кăна мар. Вара сĕтел те тулăх пулĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
25 ноября 2009
00:00
Поделиться