Шкулта тĕн культурине вĕрентĕç
ИРТНĔ эрнере районти шкул директорĕсен вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен канашлăвĕ пулнă. Ăна район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики тата культура енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н.Г.Игнатьева ертсе пынă. Канашлури тĕп ыйту _ шкулсенче "Тĕн культурипе светский этика" предмета вĕрентме тытăнасси. Çак курс валли тăваттăмĕш тата пиллĕкмĕш классенче эрнере икĕ сехет уйăрĕç. Канашлура çавăн пекех 2009-2010 вĕренỹ çулĕнче районта ирттерекен Олимпиадăсен положенине çирĕплетсе хăварнă.
"Шăмăршă хыпарĕ"