Саша Юнкеров _ спорт мастерĕн кандидачĕ
ЧĂВАШ Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министерстви Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчи А.М.Ичанкин тренер воспитанникĕсене разряд парасси çинчен приказ кăларнă. Октябрĕн 20-мĕшĕнчи 233-мĕш номерлĕ приказпа Шăмăршă вăтам шкулĕнчи 11 класра вĕренекен Саша Юнкерова самбо енĕпе "Спорт мастерĕн кандидачĕ" ят панă. Çамрăк самбистсем _ 10 класра вĕренекен Алеша Петровпа Андрей Воробьев тата 9 класра вĕренекен Женя Кузьмин спортăн 1 разрядне илме тивĕçнĕ. А.М.Ичанкин хăй те _ ветерансем хушшинче самбо тата дзюдо енĕпе спорт мастерĕ. Унăн воспитанникĕсем пĕрре çеç мар Чăваш Енри, Ульяновск облаçĕнчи тата Пĕтĕм Раççейри турнирсенче мала тухнă.