Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.Фадеев _ съезд делегачĕ

 

 

 2010 ÇУЛХИ октябрь уйăхĕнче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ертỹçисемпе район, ял-поселок тăрăхĕсен депутачĕсене суйламалла. Унччен вăхăт пур пулин те, пурнăçламалли ĕçсем те чылай. Çакна тĕпе хурса "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Ен регион политканашĕ хăйĕн черетсĕр, 16-мĕш конференцине пухнă. Унăн ĕçне Чăваш Ен Президенчĕ, партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Руслан Тихонов хутшăннă. Ноябрĕн 21-мĕшĕнче Санкт-Петербургра партин вун пĕрмĕш съезчĕ ĕçлĕ. Унта парти Программин çĕнĕ редакцине пăхса тухĕç, Устава улшăнусем кĕртĕç. Уставпа килĕшỹллĕн, Чăваш Енрен партин Аслă Канашĕн членĕ Николай Федоров Президент, Генеральнăй Канаш членĕсем _ регион политканашĕн секретарĕ Михаил Михайловский, "Промтрактор" АУО наладчикĕ Владимир Романов съезда тỹрех хутшăнĕç. Конференцире çавăн пекех тепĕр 6 делегат суйланă. Делегатсен йышĕнче Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев та пур.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 октября 2009
00:00
Поделиться