Спорт туслăха çирĕплетет
"ÇАМРĂКСЕМ _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци вăхăтĕнче нумай-нумай спорт ăмăртăвĕсем пулса иртрĕç. Октябрĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршăри тата Палтиелĕнчи вăтам шкулсен командисем тĕл пулса баскетболла вылянă. Арçын ачасем хушшинче шăмăршăсем, хĕр ачасем хушшинче палтиелсем çĕнтернĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта сĕтел çинчи теннисла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Шкулсем хушшинче Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкул команди _ пĕрремĕш, Шăмăршăри вăтам шкул _ иккĕмĕш, Палтиелĕнчи вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ял поселенийĕсен командисем хушшинче малти виçĕ вырăна Шăмăршă, Пчăрлă Пашьел тата Карапай Шăмăршă спортсменĕсем пайланă. Шкул ачисем шахмат вăййине те килĕштереççĕ. Çакна районти çамрăк шахматистсен ăмăртăвĕ те çирĕплетсе парать. Вăл шкул ачисен 22-мĕш Спартакиадин шучĕпе иртнĕ. Арçын ачасем хушшинче Н.Басыров (Шăмăршă) _ пĕрремĕш, А.Ленгесов (Шăмăршă) _ иккĕмĕш, А.Петров (Пăчăрлă Пашьел) _ виççĕмĕш, хĕр ачасем хушшинче С.Максимова (Шăмăршă) _ пĕрремĕш, В.Верьялова (Палтиел) _ иккĕмĕш, А.Тутаева (Пăчăрлă Пашьел) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел тата Палтиел вăтам шкулĕсен командисем малтанхи виçĕ вырăна пайланă.