Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кадрсен "тимĕрçĕ лаççи"

 

  

 

ХАЛЬХИ вăхăтра ялта, ял хуçалăхĕнче тĕрлĕ специалистсем сахал мар кирлĕ. Ăçтан тупмалла-ха вĕсене, ăçта шырамалла? Телее, вĕсене хамăр Шăмăршăрах вĕрентсе хатĕрлеççĕ. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Кỹкеçри вĕрентỹпе курс комбиначĕн Шăмăршăри филиалĕ уçăлнăранпа вăхăт самаях иртрĕ ĕнтĕ. Çак хушăра кунтан çĕршер специалист вĕренсе тухса алла специальность илнĕ. Кам-кам çук-ши вĕсен хушшинче? Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те кунта кабинетсенчи парттăсем пушă мар. _ Октябрĕн 15-мĕшĕнче 12 çынран электрогазосварщиксен ушкăнĕ вĕренме тытăнчĕ, - тет филиал ертỹçи В.Кириллов. _ Октябрĕн 28-мĕшĕнче вара газооператорсем парттăсем хушшине ларчĕç. Хамăр районти çынсем çеç мар, кỹршĕллĕ районсенче пурăнакансем те ăсталăха алла илеççĕ кунта. Вĕрентỹ программине вĕçлесен, хамăр, Патăрьел, кỹршĕллĕ Тутарстанри курсантсем иккĕмĕш разрядлă газооператорсем пулса тăрĕç. Электрогазосварщиксен группинче те Ульяновск облаçĕнчен килнĕ çынсем вĕренеççĕ. Вĕсене те, экзаменсене ăнăçлă тытсан, тивĕçлĕ разрядсем парĕç. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та филиалпа тачă çыхăну тытать. Вăл направлени панипе кăçал тăватă çын газооператор, çичĕ çын электрогазосварщик пулса ĕçлеме тытăнĕç. Çитес вăхăтрах кунта виççĕмĕш класлă тракторист-машинистсен ушкăнне вĕрентме пуçлама палăртаççĕ. Филиал тенĕрен, вулакансем кунта начар специалистсем ĕçлеççĕ тесе ан шутлаччăр. Газооператорсене, сăмахран, В.Тимофеев, В.Володин преподавательсем çирĕп пĕлỹ параççĕ. Электрогазосварщиксем ăсталăха алла илччĕр тесе В.Филиппов нумай тăрăшать. Çакна палăртса хăварни те кирлех пулĕ: кунта професси илнĕ çынсене районти хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисем те лайăхпа çеç палăртаççĕ. Çакă филиалта вĕрентỹпе практика шайне çỹллĕ шайра йĕркеленинчен те килет пулĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
24 октября 2009
00:00
Поделиться