ВИÇПỸРТ ШĂМĂРШĂН кивĕ масарĕ, районти ытти ялсенчи масарсем пекех, чăтлăх вăрмана аса илтеретчĕ. Армак-чармак ỹснĕ йывăçсем çынсене нумай чăрмантарнă, çил-тăвăл хуçса антарас хăрушлăх та пысăкчĕ. Хамăр ял çынни А.И.Савельев ертсе пынипе, ял халăхĕ масар çинчи чăтлăха касса тасатрĕ, пуртă-пăчкă йăтса темиçе хутчен те кунта çити хăпарма тиврĕ. Çимĕк ратиттĕлĕн кунĕнче кивĕ масар вырăнĕ çап-çутăччĕ пулсан, халĕ каснă йывăçсем, уйрăмах "америка вĕрени" текен усал йывăç, каллех пуçĕсене çĕкленĕ. Икшер метр тăршшех ỹссе кайнă, хулăнăшĕпе те авсан аваймастăн. Масар çийĕ унчченхи пекех чăтлăха çаврăнма тытăннăччĕ. Октябрĕн 17-мĕшĕнче А.И.Савельев пире каллех субботника чĕнчĕ. Ял çыннисем алла пуртă тытса масар çине пуçтарăнчĕç. Хăшĕ пуртăпа хунавсене тĕпрен касрĕ, хăшĕ каснă йывăçсене масар тулашне йăтса тăчĕ. Куç умĕнчех масар çийĕ тирпейленчĕ-илемленчĕ. Мĕн тери ырă ĕç ку! Чăтлăха тасатиччен кивĕ масар çинче асатте-асаннесен хĕресĕсем патне ларса асăнма вырăн та çукчĕ вĕт, сĕтел-пукан лартма та май пулман. А.И.Савельева пирĕн пурсăмăрăн та пуç тайса тав тумалла, ун пек çынсем халăхшăн усăллă ĕç питĕ нумай тăваççĕ. Ял çыннисен, район центрĕнче тата хулара пурăнакансен çуралса ỹснĕ ялти масар çинче тирпей-илем тăвасси пирки манмалла мар. Кашни çуркуннепе кĕркуннех субботник йĕркелемелле. Ку ĕç малтанласа кăна йывăр пек, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн йăлана кĕретех. Ваттисем, халсăррисем çак ĕçе хутшăнаймаççĕ пулсан, вĕсен ачисем тата тăванĕсем пур вĕт. Масара таса тытасси _ пирĕн тивĕç. Хулăн йывăçсене тата чăтлăха уйрăмах кĕркунне касса тасатма меллĕ. Çак ĕçе районти кашни ялтах пуçăнмалла, масар хура вăрмана мар, чечек пахчине аса илтертĕр тесе тăрăшасчĕ.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.