Ыран Шупашкарта "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн черетсĕр XVI конференцийĕ уçăлать. Делегатсем тĕп хулана тухса каяс умĕн пирĕн корреспондент партин Шăмăршă районĕнчи вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертỹçипе П.И.ФОМИНПА тĕл пулса калаçнă. _ Петр Иванович, нумаях пулмасть кăна-ха "Единая Россия" политика партийĕн районти вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ пулса иртрĕ. Калăр-ха, конференци делегачĕсем хăш ыйтупа ытларах калаçрĕç? _ Тĕп ыйту, паллах, çĕршыв экономикинчи лару-тăру пирки пулчĕ. Раççей Президенчĕн Д.А.Медведевăн "Раççей, малалла!" статйинчи тĕп шухăшсене ырланă май, делегатсем çĕршыва аталантарас, халăх пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе хăйсен сĕнĕвĕсене те пачĕç. "Единая Россия" парти хăй умне лартнă задачăсемпе тĕллевсем Д.А.Медведев статйинчи задачăсемпе пĕтĕмпех килĕшсе тăраççĕ. _ "Единая Россия" партин районти уйрăмĕ йыш енчен пысăк-и? _ Пирĕн уйрăмри 24 пуçламăш организацире 810 çын учетра тăрать. Парти членĕсенчен 109-ĕшĕ халăха вĕрентнĕ çĕрте, 56-ĕшĕ _ сывлăх хуралĕнче, 78-ĕшĕ _ культурăра, 61-ĕшĕ _ агропромышленноç комплексĕнче, 159-ĕшĕ промышленноçра, строительствăра, транспорт, çыхăну, суту-илỹ ĕçĕсенче вăй хураççĕ. Вăтăр çула çитмен çамрăксем _ 48-ăн. Район Пухăвĕн 17 депутатĕнчен 16-ĕшĕ, ял поселенийĕсен 91 депутатĕнчен 69-ĕшĕ _ "Единая Россия" парти членĕсем. "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ районăн обществăлла-политикăлла пурнăçне хастар хутшăнать. Сăмахран, 2008 çулта "Единая Россия" партирен _ кĕнекесем", "Çĕршыври чи лайăх ача-пăча тренерĕ" акцисене, йывăçсем лартма, тавралăха тата палăксемпе обелисксене тирпейлеме активлă хутшăнтăмăр. Кăнтăр Осетире инкек тỹснисене гуманитарлă пулăшу пама хутшăнни те _ партин нумай-нумай ырă пуçарăвĕсенчен пĕри. Халăхпа ĕçлессине лайăхлатас тĕллевпе, "Единая Россия" партин обществăлла йышăну пỹлĕмне уçрăмăр. Унта парти политканашĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов, вырăнти политканаш секретарĕ В.П.Фадеев, район Пухăвĕн депутачĕсем халăха йышăнаççĕ. Кăçалхи январь-август уйăхĕсенче йышăнăва харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе 38 çын пынă. Граждансен пĕр ыйтăвне те тимлĕхсĕр хăварман, чылай ыйтăва çийĕнчех татса пама май килнĕ. "Единая Россия" партин халăх хушшинчи авторитечĕ пысăк, район çыннисем пирĕн пуçарусене ырласа йышăнаççĕ. Ку вăл çапла пулмалла та: парти хăйĕн пĕтĕм ĕçне халăх пурнăçне çăмăллатас тĕллевпе туса пырать вĕт-ха. Ертсе пыракан пысăк вăй пур чух çынсен ĕçлес тата пурăнас хавхаланăвĕ те ỹсет, пурнăçри йывăрлăхсене те çĕнтерсе пыма пулать.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.