Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Строй смотрне хатĕрленеççĕ

 

 

 КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂРИ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 7 класра вĕренекенсем уроксем хыççăн тỹрех килĕсене тухса каймаççĕ. Вĕсем _ кадетсем. Çавна май, хушма вĕрентĕвĕн 2009-2010 çулсенчи программин расписанийĕпе килĕшỹллĕн, çиччĕмĕшсем _ 13 яшпа 7 хĕр ача _ ытти занятисене юлаççĕ. Тĕрлĕ предметсем (строй хатĕрленĕвĕ, çар ĕçĕн никĕсĕсем, Тăван çĕршывăн çар историйĕ, çăлав, физкультура хатĕрленĕвĕсем, картографи, граждановедени, илемлĕ калаçу) вĕренекенсен Тăван çĕршыва юратас, ăна тивĕçлипе хỹтĕлеме хатĕрленес туйăмне вăйлатма, тĕрлĕ енлĕн аталанма пулăшаççĕ. Çиччĕмĕшсем шкулта лайăх енĕпе палăрса тăраççĕ (класс руководителĕ Г.Г.Измайлова, наставник-воспитателĕ В.В.Столяров). Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче "Звезда" отряд (командирĕ А.Петькова, отделени командирĕсем Д.Ларионовапа П.Столяров) республикăри кадетсен тĕрлĕ мероприятийĕсене хастар хутшăннă, вĕсенче Дипломсем çĕнсе илнĕ. Кадетсем вĕренỹре те пултаруллă. Иртнĕ вĕренỹ çулне çур класс "4" тата "5" паллăсемпе вĕçленĕ. Хальхи вăхăтра çиччĕмĕшсем, хăйсен наставник-воспитателĕ В.В.Столяров ертсе пынипе, кадетсен республикăри строй смотрне хутшăнма хатĕрленеççĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
21 октября 2009
00:00
Поделиться