Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Спортри çитĕнỹсем савăнтараççĕ

 

ОКТЯБРĔН 10-мĕшĕнче Шупашкарта 1992-1993 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче самбо меслечĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем лайăх кăтартусемпе палăрнă: Алексей Петров 75 килограмм йывăрăшлисем хушшинче виççĕмĕш, Александр Юнкеров 56 килограмм йывăрăшлисем хушшинче пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. Спортсменсене ăмăртăва А.М. Ичанкин тренер хатĕрленĕ. Çак кунах Хусанта кĕçĕн çулхи арçын ачасем хушшинче самбо вăййипе уçă турнир иртнĕ. Унта Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕсем те (тренерĕ _ А.В.Филиппов) хутшăннă. 1996-1997 çулсенче çуралнă арçын ачасем хушшинче (йывăрăшĕ _ 34 килограмм таран) Артем Егоров иккĕмĕш вырăн йышăннă. Максим Юнкеров çивĕч кĕрешỹре пиллĕкĕмш вырăна тухма пултарнă. Октябрĕн 10-мĕшĕнче Елчĕкре XXVII Олимп вăййисен бронза призерĕн В.Андреевăн парнисене çĕнсе илессишĕн спорт утăмĕпе утассипе республика ăмăртăвĕ иртнĕ. Кăнтăр енчи районсенчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Пуянкассинчи тĕп шкул команди (физкультура учителĕ _ В.Бондареев) пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тĕрлĕ дистанцисенче В.Семеновпа В.Макаров малти вырăнсене тухнă. Командăна В.Андреев Хисеп грамотипе тата çĕнтерỹçĕ спортсменсене медальсемпе наградăланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 октября 2009
00:00
Поделиться