Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Наци проекчĕпе _ патшалăх пулăшăвĕ

 

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН "Пурăнмалли çурт-йĕр" тĕллевлĕ программăн "Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси" çум программăпа килĕшỹллĕн, кăçалхи тăхăр уйăхра районти 4 çемьене пурĕ 1 миллион та 764 пин тенкĕ парса пулăшнă. Социаллă пулăшу укçипе ачаллă çамрăк çемьесем çурт-хваттер тăкакĕсен 40 процентне саплаштарнă. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕр çемьешĕн, Шăмăршăри 3 çемьешĕн ку, паллах, сисĕмлĕ пулăшу пулнă. Çак çемьесенчен пĕринче кăçал тата тепĕр ача килессе кĕтеççĕ. Пепке çуралнă хыççăн ача амăшне вырăнти бюджетран 47 пин те 250 тенкĕ уйăраççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 октября 2009
00:00
Поделиться