Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Синкерлĕ 1941 çул

 

 

 

 Гитлер захватчикĕсене çапса аркатнă хыççăн пирĕн çуртсенче куç пек кĕтнĕ "Çĕнтерỹ!" сăмах янăраса кайнăранпа кĕçех 65 çул çитет. Çак çутă кун хăвăртрах çиттĕрччĕ тесе, Хĕрлĕ Çар воинĕсен вăхăтлăха чакма та, пысăк çухатусем тума та, çĕнтерỹ валли пĕтĕм вăя пухма та тивнĕ. Мускав, Ленинград, Сталинград, Одесса, Севастополь, Новороссийск, Курск пĕкки... Тăван çĕршывшăн, пурнăçпа вилĕмшĕн пынă юнлă çапăçусене шутласа тухма та йывăр. Совет Союзне хирĕç тапăнма хатĕрленсе, Гитлер тата унăн нацистла партийĕ пирĕн çĕршыва 1941 çулхи кĕркуннех парăнтарма ĕмĕтленнĕ. Анчах тăшманăн ĕмĕчĕсем пурнăçланаймарĕç, совет салтакĕсемпе пĕтĕм халăх чăн-чăн паттăрлăхпа героизм кăтартса фашистсене хăйсен ирсĕр йăвинчех çапса аркатрĕç. Тăван çĕршывшăн вилĕмле хăрушлăх тухса тăнă кунсенче пирĕн Шăмăршă районĕн çыннисем те пысăк паттăрлăх кăтартнă. 1941 çулхи июнĕн 22-23-мĕшĕсенчех районти вуншар çын хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Районта ĕç çыннисен митингĕсемпе пухăвĕсем пулса иртнĕ, унта вĕсем тăшмана çапса аркатас тĕлĕшпе мĕн кирлине пурне те тума, Хĕрлĕ Çара пулăшма тупа тунă. Чăн малтисен шутĕнче вăрçа Дмитрий Кокуркин (Пăчăрлă Пашьел), Константин Харитонов (Виçпỹрт Шăмăршă), Андрей Сорокин (Палтиел), Илья Любимов (Энтĕрьел), Нина Сергеева (Шăмăршă) тата ыттисем тухса кайнă. 1941 çулхи июль уйăхĕнче Шăмăршăри типографи рабочийĕсем оборона фондне пĕр кунхи ĕç укçине куçарасси пирки ырă пуçару тунă. Çак пуçару пĕтĕм районĕпех анлă сарăлнă. Çав çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче Анат Чаткасри Сталин ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем хăйсене виççĕмĕш пилĕкçуллăх займĕсене сарнăшăн панă преми укçине _ 8 пин тенке _ оборона фондне куçарма йышăннă. Районта Хĕрлĕ Çар ретне тăма хатĕрленес ĕçсем те лайăх пынă, ку тĕлĕшпе 5252 çынна салтак ĕçне вĕрентнĕ. 32 хỹтĕлев ушкăнĕ, десантсенчен хỹтĕленекен 17 команда йĕркеленĕ. Августăн 27-мĕшĕнче районти 1356 çын, çав шутра 513 комсомолец воскресник ирттернĕ, унта ĕçлесе илнĕ 937 тенкĕ укçана тата 1213 ĕç кунне оборона фондне хывнă. Сентябрь уйăхĕнче районти ĕççыннисем эвакуаци йĕркипе килнĕ 939 çынна, çав шутра 165 пĕчĕк ачапа 155 вĕренекене пурăнма вырнаçтарнă. Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Сталин ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем Хĕрлĕ Çар валли 20 штук сурăх тирĕ, 25 мăшăр кăçатă, çавăн пекех вуншар мăшăр алса-чăлха ярса памашкăн пуçару тунă. Çак пуçарăва кашни ялтах ырласа йышăннă. Çулталăк вĕçленнĕ тĕле район халăхĕ фронт валли 2105 штук сурăх тирĕ, 111 мăшăр кăçатă, 916 килограмм сурăх çăмĕ, 615 мăшăр алса, 700 мăшăр чăлха, 142 çĕлĕк, 6 штук кĕске кĕрĕк, 35 мăшăр ăшă кĕпе-йĕм, 426 мăшăр çуллахи пуртенке хатĕрлесе ярса панă. 1941 çулта района фронтран ентешсем вилнине пĕлтерекен хурлăхлă çырусем чылай килнĕ. Акă, Шăмăршă ял Советĕнчен кайнă Виталий Варнаков, Константин Воронов, Алексей Гудимов, Владимир Егоров, Евсей Егоров, Михаил Ершов, Вадим Калашников, Анатолий Косолапов, Николай Кочкомазов, Василий Митрофанов, Дмитрий Соргин тата ыттисем вăрçăн малтанхи çулĕнче тĕрлĕ фронтсенче пуçĕсене хунă.

 

.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 октября 2009
00:00
Поделиться