Йывăç лартар, упраса ỹстерер
ТАВРАЛĂХА тирпей-илем кỹмелли, йывăçсемпе тĕмсем лартмалли кĕркуннехи уйăхлăх районта хастар ĕçре иртет. Ĕç коллективĕсем, шкул ачисемпе пенсионерсем уйăхлăх пуçланнăранпа сахал мар тăрăшрĕç. Ĕçлемелли вара тата та нумай: район центрĕнчи тата ялсенчи кашни урамрах тирпей тумалла, йывăçсемпе тĕмсем лартса хăвармалла. "Шучĕшĕн мар, лайăх чĕрĕлччĕр тесе лартмалла", _ тет район пуçлăхĕ В.П.Фадеев. Эпир лартнă йывăçсем тăван тавралăха илем кỹрсе ешерччĕр.
"Шăмăршă хыпарĕ"