Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хушма хуçалăха аталантарма _ кредит

 

 

РАЙОНТИ 303 çемье кăçал килти хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăхлă кредит илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе илнĕ кредитăн пĕтĕмĕшле сумми 43 миллион та 845 пин тенкĕпе танлашать. Раççей перекет банкĕпе "Россельхозбанкран" кредит илнисен йышĕ Шăмăршă ял поселенийĕнче (106 кредит, пурĕ 15 миллион та 452 пин тенкĕлĕх) уйрăмах пысăк. Карапай Шăмăршă (6 миллион та 340 пин тенкĕ), Палтиел (4 миллион та 423 пин тенкĕ), Пуянкасси (4 миллион та 500 пин тенкĕ) ял поселенийĕсенче пурăнакансем те килти хушма хуçалăха аталантарма кредит чылай илнĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 октября 2009
00:00
Поделиться