Асрах-ха халь те тăван шкул...
УЧИТЕЛЬ... Пурнăçра çак сăмахран хакли, çывăхраххи çук та пулĕ. Пирĕншĕн вĕсем иккĕмĕш атте-анне пекех. Вĕсенчен чылайăшĕ халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Апла пулин те вĕсем хăйсем тахçан вăй хунă шкулсене манаймаççĕ _ чун-чĕре унтах туртать. Çакна сумлă вĕрентекенсем хăйсем те пытармаççĕ. Эппин, вĕсенчен хăшĕсене хăйсене сăмах парар-ха.
А.ГАРМОНЩИКОВ, Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, педагог стажĕ _ 34 çул, 32 çул _ Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорĕ: _ Пурнăçран юлас килмест: тĕнчере, çĕр-шывра мĕн пулса иртнипе кăсăклансах тăратăп. Хам нумай çул ĕçленĕ тăван шкулта та тăтăшах пулатăп: эпĕ кунта яланах кĕтнĕ хăна. Учительсем, вĕренекенсем кашни уявах, мероприятиех йыхравлаççĕ. Шкулта тахçан хам йĕркеленĕ музея та халĕ те хамах ертсе пыратăп, "Шкул музейĕ" кĕнеке кăлартăм. Маншăн чи хаклă уяв _ Учитель кунĕ. Хам учитель пулнипе чунтанах мăнаçланас, çамрăк вĕрентекенсене çак пархатарлă ĕçре пысăк тỹсĕм, ăнăçу сунас килет. Х.ЯКОВЛЕВ, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, педагог стажĕ _ 40 çул, 16 çул _ Васанти вăтам шкул директорĕ: _ Пытармастăп: ятарлă пĕлỹсĕрех Баскакри çичĕ çул вĕренмелли шкулта учительте ĕçлеме пуçларăм. Рисованипе юрă, нимĕç чĕлхи урокĕсене çеç ирттермен. Пыра киле аслă пĕлỹллĕ педагог, истори, вырăс чĕлхипе литератури учителĕ пулса тăтăм. Пурнăçра çак профессие суйласа илнĕшĕн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Тĕрĕссипе, пирĕн çемьене чăннипех учительсен династийĕ теме пулать: мăшăрăм ĕмĕрĕпех ачасене математика вĕрентрĕ. Икĕ ывăлпа хĕрĕмĕр те _ вĕрентекенсем, кĕрỹ _ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ, икĕ кин те _ педагогсем. Мăнуксем те вун çиччĕн, пĕри _ студент. Тăван шкулăмра (сăмах май, унăн çĕнĕ çуртне эпĕ директор пулнă чух тунăччĕ) час-часах пулатăп. Кунта мана пурте хисеплеççĕ.
Н.СМИРНОВА, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, педагог стажĕ _ 35 çул, Шăмăршăри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулса ĕçленĕ: _ Хама пĕрре те тивĕçлĕ канура тесе шутлас килмест: çав-çавах тахçан хам вĕрентнĕ ачасемпе çирĕп çыхăну тытатăп. Ман пата килсех çỹреççĕ вĕсем, ĕçтешĕмсем те манмаççĕ. Шкул ачисемпе те тăтăшах тĕл пулатăп. Вĕсемпе тĕрлĕрен ыйтусене сỹтсе яватпăр, уроксене те пĕрлех хатĕрленетпĕр. Уявсенче вара чечексен айнех пулатăп пулĕ _ савăнăçа ниçта хума пĕлейместĕп. Тахçанхи хăнăху-ши çакă: вулама юрататăп, уйрăмах _ классикăна. Кил-тĕрĕшре, пахчара ĕçлеме кăмăллатăп. Кỹршĕсем те _ ырă, лайăх çынсем. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăнатпăр.
Л.ЗАХАРОВА, Шăмăршăри вăтам шкулта 38 çул биологипе географи вĕрентнĕ, аслă учитель: _ Шкул _ манăн пурнăçăм. Пĕрре те ỹстерсе калани мар ку. Манăн икĕ ывăл та вĕрентекенсен дипломĕсене илнĕ, педагогсем. Кинпе мăнукăм та çак канăçсăр профессиех суйласа илнĕ, Шупашкарта ют чĕлхесене вĕрентеççĕ. Манпа пĕр тăвансем те _ учительсем. "Пенсионер" сăмаха халĕ те хăнăхса çитейместĕп. Маншăн ют пек вăл. Ирсерен шкула васкакан ачасене куратăп та, чун каллех унталла туртать. Тĕлĕкре те шкула час-часах куратăп. Хам вĕрентнĕ ачасем хушшинче халĕ такам та пур. Манмаççĕ вĕсем мана, хисеплеççĕ. Савăнатăп çакăншăн
М.СИМУРЗИНА, педагог стажĕ 36 çул, аслă учитель, Чукалти вăтам шкулта пуçламăш классен учителĕ пулса ĕçленĕ: _ Ачаранах учитель пулма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Халĕ те хама вĕрентекен тесех шутлатăп: мăнуксене шкула кайма хатĕрлетĕп, вулама, çырма, шутлама вĕрентетĕп, уроксене те пĕрлех хатĕрленетпĕр. Учитель ĕçĕнчен пархатарли урăх çук-тăр. Пуçламăш классене ăс параканăн ĕçĕ вара уйрăмах сумлă, хисепе тивĕçлĕ. Шкулта тăтăшах пулатăп, виççĕмĕш класра вĕренекен мăнук урокĕсене итлесе ларатăп. Тĕлĕнетĕп те, савăнатăп та: халĕ ĕлĕкреххипе танлаштарсан, вĕрентỹ процесĕ чылай çĕнелсе улшăнчĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ачасен пĕлĕвĕсем те çирĕп, вĕсем _ тĕрлĕ енлĕ аталаннă çамрăк çынсем. Р.МИНЕЕВА, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ, 38 çул Палтиелĕнчи вăтам шкулта хими предметне вĕрентнĕ: _ Шкул маншăн халĕ те иккĕмĕш кил пекех: унсăрăн пурăнаймастăп та пулĕ. Вĕренекенсемпе, учительсемпе тăтăшах тĕл пулатăп, тĕрлĕрен мероприятисенче мана кашнинче тенĕ пекех жюри членĕ пулма шанаççĕ. Шкул директорĕн çумĕпе С.Сандркинапа уйрăмах килĕштеретпĕр, конкурссен, турнирсен планĕсене пĕрле хатĕрлетпĕр, сỹтсе яватпăр. Хам вĕрентнĕ ачасем те манмаççĕ, кашни уявпах саламлаççĕ. Сая кайман эппин эпĕ тăрăшни. Ку _ маншăн чăннипех те пысăк хисеп, нимĕнпе те виçейми чыс. Пушă вăхăтра юрлама юрататăп. Л.Зыкинапа В.Толкунова репертуарĕнчи кашни юррах пĕлетĕп темелле.