Акци малалла пырать
РАЙОНТА "Çамрăксем _ сывă пурнăç йĕркишĕн" акци малла пырать. Çак тапхăрта тĕп больница, шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем шкул ачисемпе тематика каçĕсем ирттереççĕ, çавра сĕтелсем йĕркелеççĕ. Кашни шкултах çак темăпа ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсене, класс сехечĕсене, диспут-лекцисем ирттерме палăртнă. Район администрацийĕ çумĕнчи çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комисси "Каçхи ял", "Çул çитмен çамрăк", "Картиш" оперативлă профилактика операцийĕсем ирттерет. Акци вăхăтĕнче спорт ăмăртăвĕсем те сахал мар пулаççĕ. Çамрăксем мини-футболла выляса районта мала тухассишĕн тупăшĕç. Шкул ачисен 22-мĕш Спартакиади шучĕпе иртекен сĕтел çинче теннисла вылякансен ăмăртăвĕ, çăмăл атлетсен эстафети те çивĕч кĕрешỹре иртессе шанас килет. Ялсенчи библиотекăсенче те профилактика мероприятийĕсене ирттерме палăртнă