Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тавралăха тирпейлер

 

 

РАЙОН пуçлăхĕ В.П.Фадеев Шăмăршă районĕнчи ялсенче санитарипе экологи тĕлĕшĕнчен тирпей-илем тăвас тĕлĕшпе кĕркуннехи уйăхлăх ирттересси çинчен йышăну кăларнă. Уйăхлăх сентябрĕн 30-мĕшĕнче пуçланса октябрĕн 30-мĕшĕччен пырать. Çак тапхăрта ялсемпе урамсенче тирпей-илем субботникĕсем йĕркелемелле, вĕсене халăха анлăн хутшăнтармалла. Субботник усăллă та çỹллĕ шайра иртесси ял поселенийĕсен пуçлăхĕсенчен питĕ нумай килет. Ĕç коллективĕсен, шкулта вĕренекенсен тăван тавралăх илемлĕ те тирпейлĕ пултăрччĕ тесе тăрăшмалла, йывăçсемпе тĕмсем лартас ĕçрен никам та пăрăнса ан юлтăрччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 октября 2009
00:00
Поделиться