Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сентябрĕн 30-мĕшĕнче _ Çамрăк çемье кунĕ

 ÇАМРĂКСЕН çулне халалласа, çитес эрнери юн кун _ сентябрĕн 30-мĕшĕнче _ республикăра Çамрăк çемье кунне ирттерме йышăннă. Çак кун çамрăк çемьесемпе "Çавра сĕтел" хушшинчи тĕл пулусем, çемье клубĕсен ларăвĕсем иртĕç, вĕсенче çамрăксене çурт-йĕрпе тивĕçтерес тата ытти ыйтусене çивĕч çĕклĕç. "Çамрăк çемье _ 2009" конкурс, "Чи лайăх çамрăк кил хуçи" смотр тата ытти мероприятисем ирттерме те палăртнă. Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтерес ыйтупа Шупашкарта ятарлă конференци иртĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 сентября 2009
00:00
Поделиться