ПĔРТĂВАНСЕМ _ ПУЛТАРУЛЛĂ ВОСПИТАТЕЛЬСЕМ
РАЙОНТА хăйсен ĕçне нумай çул хушши юратса та профессилле ăсталăхпа туса пыракан воспитательсем чылай. Шăмăршăри "Аленушка" ача садĕнче вăй хуракан Х. Воробьевапа В.Курамшина та вĕсен шутне кĕреççĕ. Христина Ивановна воспитатель должноçĕнче 32 çул ĕçлет, Вера Ивановна _ 30 çул. Хăйсен ĕçĕнче вĕсем яланах лайăхпа палăрса тăраççĕ. Ачасемпе тимлĕ пулнăшăн, вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи хастарлăхшăн пĕртăвансене ашшĕ-амăшĕсем те, коллективра та хисеплеççĕ. _ Христина Ивановнăпа Вера Ивановнăна эпĕ чылай çул пĕлетĕп, - каласа пачĕ райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политики тата культура пайĕн шкул умĕнхи пĕлỹ парас енĕпе ĕçлекен методисчĕ Л.Сабанова. _ Воспитательсем хăйсен тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, методика пĕрлешĕвĕн ĕçĕнче те хастар. Вĕсем районти воспитательсем умĕнче пĕлтĕр тĕрлĕ темăпа кăтартуллă уçă занятисем ирттерчĕç. Тулли содержаниллĕ, çỹллĕ методика шайĕнчи занятисене _ вĕсем хăваран пĕчĕк карçынккасем авассипе тата юмахсен тĕнчипе çыхăннă _ пурте кăмăллăн йышăнчĕç. В.Курамшинапа Х.Воробьева пĕр группăпа ĕçлеççĕ. Пĕртăвансем кăçал май уйăхĕнче выпускной ушкăна вĕрентсе кăларса чи пĕчĕккисен _ 3-4 çулти ачасен группине йышăннă. Çак ушкăнпа та тимлĕн ĕçлесе пыраççĕ пĕртăван воспитательсем. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнчи ỹсĕмсемшĕн Х.Воробьевапа В.Курамшинана Чăваш Республикин Вĕрентỹ министерствин тата районти вĕрентỹ пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.