Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

. Пушар ан кăларччăр ачасем

 

 

АЧАСЕН айăпне пула районта çулленех пушар алхасать. Вĕсем, аслисем пă-хса-асăрхаса тăманнипе усă курса, алла шăрпăк тытаççĕ, картишĕнче е лупас хыçĕнче кăвайт чĕртеççĕ. Çавăн пекех ачасем электроприбор вилкине розеткăна чиксе те пушар кăлараççĕ. Ачасем вут кăларасран сыхланса, патшалăх пушар надзорĕн районти уйрăмĕн, районти пушар чаçĕн тата ВДПОн вырăнти уйрăмĕн сотрудникĕсем районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче уйăхлăх (августăн 20-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен) ирттерчĕç. Çак тапхăрта сотрудниксем шкулсенче вут-кăвартан сыхланма пулăшакан калаçусем, конкурссемпе викторинăсем йĕркелерĕç. Мероприятисенче çĕнтернĕ ачасем призсем илчĕç. Пĕрлех ачасем вут-хĕм сỹнтермелли хатĕрсемпе усă курма та вĕренчĕç. Эвакуаци планĕпе килĕшỹллĕн, ачасене шкул çуртĕнчен кĕске вăхăтрах илсе тухассипе çыхăннă мероприятисем те йĕркеллĕ иртрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 сентября 2009
00:00
Поделиться