Коррупцие çул памалла мар
"РАÇÇЕЕ авалтанпах коррупци хавшатса пынă. Патшалăх экономикăн тата общество ĕç-хĕлĕн пĕлтерĕшлĕрех мĕн пур сферинче ытлашшипех пулнă май вăл паян та Раççее шалтан çиет", _ тенĕ çĕршыв Президенчĕ Д.А.Медведев хăйĕн "Раççей, малалла!" статйинче. Коррупци пирĕн пурнăçра тарăн тымар яни _ чăнлăх. Ăна тĕппи-йĕррипе кăклама питĕ йывăр, анчах та кăкламаллах! Ку тĕлĕшпе пирĕн Президента пулăшса пымалла, ултав-суяпа, икĕ питлĕхпе, взятка панă-илнĕ тĕслĕхсемпе çине тăрса кĕрешмелле.
"Шăмăршă хыпарĕ"