ШЫВСĂР пурнăç çукки пурне те паллă: çăвăнма та, апат хатĕрлеме те, кĕпе-йĕм çума та кашни кун кирлĕ вăл. Анчах та шыв виçесĕр мар. "Коммунальник" МУП район центрĕнчи виçĕ шыв башнине тытса-пă-хса тăрать. Шыв пăрăхĕсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ _ 6 километр та 300 метр, шыв колонкисем 40 ытла. Пăрăхсем _ полиэтиленран. Коммунальщиксем хĕл умĕн пăрăхсене, колонкăсене тĕплĕн тĕрĕслесе тухнă, асăрханă пек çитменлĕхсемпе кăлтăксене пĕтерме тăрăшнă. Маларах çынсем шыв ăсма колонкăсене çỹретчĕç пулсан, халĕ нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсенчен чылайăшне шыв кĕртнĕ. Çынсен пурнăçне палăрмаллах çăмăллатать çакă: крана пăратăн _ шыв юхать. Мĕншĕн ырлăх теес мар? Çапли çапла пулĕ-ха та, анчах кунта тỹнтерле пулăмсем те пур. Хăшĕсем киле шыва никамран ыйтмасăр, пĕли-пĕлми çынсем пулăшнипе кĕртме тăрăшаççĕ. Йĕркене пăсаççĕ эппин. Шапашниксем алăран кайтăр тесе пурнăçланă ĕç пур чухне те чăрмавсем кăларса тăратать. Акă, Заводская урамри пĕр киле те çак майпах шыв кĕртнĕ, анчах шапашниксем технологие пăхăнманни куç кĕретех: халĕ ку вырăнта шыв тапса тăрать, пылчăк çăрăлать. Юсас тесен вара ирĕксĕрех шыв башнине чарма тивет. Çакă çынсене темиçе кунлăха шывсăр хăварни пулнă пулĕччĕ. Шыв кĕртмелле мар темест "Коммунальник" МУП ертỹçи В.Воробьев. Ку тĕлĕшпе чи малтанах коммунальщиксемпе калаçса татăлни кирлĕ. Вĕсем çынсене чăннипех пулăшнă, ĕçе пахалăхлă, технологие çирĕп пăхăнса пурнăçланă пулĕччĕç. Шăмăршăра пурăнакансем халĕ талăкра вăтамран 150-160 кубла метр шывпа усă кураççĕ. Уншăн тỹлевĕ те ытла пысăках мар темелле: кашни колонкăшăн çемйери пĕр çын пуçне пурĕ те вунă тенкĕ ытларах çеç. Енчен те çынсем выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ пулсан, ку хак кăштах ỹсет. Каллех уйрăм çынсене ỹпкев сăмахĕ калас килет: хăшĕсем шывпа усă кураççĕ, анчах уншăн тỹлесшĕн мар. Пăрăхсенчи шыва Роспотребнадзор специалисчĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ, анализ тăваççĕ. Хальлĕхе шыв пахалăхĕпе пур енĕпе те тивĕçтерет.
Мы используем файлы cookie для персонализации контента, предоставления функций авторизации и анализа
трафика.
Пользуясь данным сайтом, пользователь даёт согласие на обработку своих персональных данных, передачу (в т.ч.
в сторонние сервисы анализа посетителей Спутник.Аналитика, Яндекс.Метрика) и обработку данных о посетителе
(а именно IP-адрес, предполагаемое географическое положение, версия браузера, разрешение дисплея, версия
операционной системы и вспомогательного программного обеспечения, модель устройства, ресурсы, поисковые
системы, фразы, баннеры, с которых был переход на сайт, список посещённых страниц и проведённое время на
сайте), а именно - совершение действий, предусмотренных 152-ФЗ «О персональных данных». Файлы cookie не
содержат сведений, на основании которых можно идентифицировать пользователя. Если посетитель не согласен на
использование файлов cookie, он может соответствующим образом установить настройки своего браузера, что
может отразиться на корректности отображения содержимого сайта, или покинуть сайт.