Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район Кубокĕшĕн кĕрешеççĕ

 

МИНИ-ФУТБОЛЛА выляса район Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртăвăн 1|4 финал вăййисем иртнĕ. Палтиелĕнче "Палтиел" тата "Энтĕрьел" командăсем тĕл пулнă, вăйă 6:2 шутпа вĕçленнĕ. Çапла вара, çак вăйăра çĕнтернĕ "Палтиел" çурма финалта Карапай Шăмăршăри "Темп" командăпа тĕл пулĕ. Шăмăршăра "ЦРБ" тата "Çĕнĕ Шăмăршă" командăсен тĕл пулăвĕ те интереслĕ иртнĕ. 6:0 шутпа çĕнтерсе, "ЦРБ" çурма финалта "Цетр _ ЦСОН" командăпа тĕл пулма ирĕк çĕнсе илнĕ. Çурма финалти вăйăсем ыран _ сентябрĕн 17-мĕшĕнче иртеççĕ.

 

.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2009
00:00
Поделиться