Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕр аки вĕçленнĕ

РАЙОНТИ хуçалăхсенче кĕр акине чи лайăх вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерчĕç. Пурĕ 3400 гектар кĕр тыррисем акнă. "Колос" Агрофирма" ЗАО 300 гектар сахăр чĕкĕнтĕрне тирпейлĕ пуçтарса кĕртнĕ, кашни гектартан вăтам шутпа 300-шер центнер тухăç илнĕ. Хальхи вăхăтра районти çĕр ĕçченĕсем юлашки гектарсем çинчи "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртеççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 3250 гектар çĕртме сухи тунă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
17 сентября 2009
00:00
Поделиться