Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ылтăнах пуль аллисем

 

 ПУРНĂÇĔ çапла çаврăнса кайрĕ те, маларах тăван колхоз-совхозра вăй хунă ял çыннисем халĕ Мускавпа Питĕр таранах ĕçлесе çỹреççĕ. Анчах пур чухне те ăнăçмасть теççĕ _ хăшĕсем пысăк укçапа килеççĕ пулсан, теприсем пушă енчĕкпех таврăнаççĕ. Çакна вĕсем хăйсем те пытармаççĕ. Пуянкассипе Кахăрлă Шăхаль ялĕсен хавалĕ урăхларах: вĕсенче пурăнакансем ют çĕрте "телей" шырасах каймаççĕ, кунтах ĕç тупаççĕ. Çак ялсенче пурăнакансем пирки "кашни килте пĕр ăста" (тен, ытларах та) теме пулать. Ку пĕрре те ỹстерсе калани мар. Юлашки çулсенче район центрĕ палламалла мар улшăнса çĕнелчĕ, нумай-нумай çĕнĕ çурт, объект ỹссе ларчĕ. Паллах, кун пек чухне пур çĕрте те ăста алăсем кирлĕ. Ăçта тетĕр вĕсем? Вĕсене таçта шырамалла мар. Вĕсем хăш ялсенче пурăннине маларах та асăнтăм-ха. Кашни кун тенĕ пек ĕç тупăнать вĕсемшĕн. Пĕр вăхăтрах темиçе бригада тĕрлĕ çĕрте вăй хурать. Темиçе çул каярах кăна-ха, акă, пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем районти Культура çурчĕн çивиттине тутăхман хĕçтимĕрпе витрĕç. Каярахпа вĕсемшĕн район администрацийĕн гаражне çĕнетнĕ çĕрте те ĕç тупăнчĕ. Раççей Президенчĕ пулнă В.Путин Шăмăрша килнине пурте ас тăватпăр-ха. Ун визичĕ умĕн Шăмăршăра анлă юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç. Ку ĕçсенче те маларах асăннă ялсенче пурăнакансем палăрчĕç: мĕн чухлĕ хỹме-карта тытмарĕç-ши? Сăмах май, В.Путин кĕрсе курнă хваттерти пĕр картишри çурт çивиттине те кахăрлăшăхальсемех улăштарса, çĕнетсе панăччĕ. Кăçал та Шăмăршăра пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çĕнетес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Халĕ евро меслечĕпе хупланă çурт стенисене, вĕр-çĕнĕ çивиттийĕсене курсан чун савăнать. Пĕрре кăна мар вĕсем район центрĕнче _ темиçе те. Ку ĕçсенче те каллех пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем маттур. Çу каçа темиçе объектра та вăй хучĕç вĕсем. Юлашки вăхăтра хута кайнă виçшер хутлă çуртсене çынсем вăхăтра пурăнма куçнинче те вĕсен тỹпи пур. Пурте куратпăр: районти тĕп больница çурчĕ палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕ, илемленчĕ. Кунта асăннă ялсенчи ăстасем те вăй хучĕç. Пуянкассисемпе кахăрлăшăхальсем ытларах чухне "Строитель" ОООпа, "Агросервис" ОООпа килĕшỹсем туса ĕçлеççĕ, пур ĕçе те пахалăхлă тума тăрăшаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсемпе асăннă организацисен ертỹçисем те кăмăллă. Ылтăн алăллă ăстасене кỹршĕллĕ Тутар Республикинче те хапăл. Çĕнĕ çурт е хуралтăсем, мунча тумалла-и _ маçтăрсем ỹркенсе тăмаççĕ. Вĕсене çавăн пекех пĕрлешỹллĕ хуçалăхсенчи фермăсене юсама та хаваспах шанаççĕ.

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
14 сентября 2009
00:00
Поделиться