Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тасалăх _ ял илемĕ

 "ШĂМĂРШĂ _ пурăнас килекен, чуна çывăх, тасалăхĕпе, хăтлăхĕпе, илемлĕхĕпе хăй патне туртакан район центрĕ пултăр", _ çакна район пуçлăхĕ В.П.Фадеев канашлусенче тăтăшах калать, ертỹçĕсене тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшма сĕнет. Тасалăхшăн çулталăкĕпех вăй хумалла, çав шутра кĕркунне те. Çак тĕллевпех сентябрьте район центрĕнче субботниксем йĕркелеме палăртнă, йывăçсемпе тĕмсем лартмалли уйăхлăх та старт илет. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене кашни ялтах кану вырăнĕсем тума, çăл куçсене тата çырма йĕри-таврашне тасатса тирпейлес ĕçе халăха анлăн хутшăнтарма сĕннĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
29 августа 2009
00:00
Поделиться