МУСКАВРА ТА ÇĔНТЕРЕÇÇĔ
"Комсомольская правда" хаçат тата тĕнчипе паллă финн компанийĕ "ВАЛИО" "Здоровье нации" конкурс йĕркеленĕ. Çак творчество конкурсĕн тĕп тĕллевĕ _ Раççейри çут çанталăк тусĕсене тупса палăртасси, экологишĕн "çунакансен" ĕçĕ-хĕлне пичетре çутатасси, тăлăх-туратсене, ваттисен çурчĕсене укçа-тенкĕпе спонсор пулăшăвĕ паракансене тата ытти хастар ĕçченсене хаçатра палăртасси. "Комсомольская правда" хаçат сайтĕнче кашни уйăхрах статьясем кун çути кураççĕ. Кунтах _ сăн ỹкерчĕксем. Статьясен геройĕсем _ паянхи кун ырми-канми ĕçлекенсем. Вĕсемшĕн, конкурс условийĕсемпе килĕшỹллĕн, сайта кĕрекенсем сасăлаççĕ. Кашни уйăхра пĕрер çĕнтерỹçĕ паллă пулать. Кам чи нумай сасă пуçтарать _ çавă çĕнтерỹçĕ. 2010 çулхи январь уйăхĕнче тĕп çĕнтерỹçĕне палăртаççĕ. Каллех сасăлакансенчен нумай килет. 8 çын финала тухать, чи нумай сасă пухаканни вара çур миллион тенкĕ укçана тивĕçет. Статья авторĕпе истори геройĕ çак укçана çурмаран пайлĕç... Май уйăхĕнчи çĕнтерỹçĕ _ Приморски крайĕнчи Иван Лещенко егерь. Вăл амăшĕнчен çухалса юлнă тăлăх упа çурисене килне илсе килсе, вĕсене пăхса ỹстерет... Июнь уйăхĕнчи сайтра вара пирĕн ентешĕн, Карапай Шăмăршăри Эдуард Семеновăн статйи çĕнтернĕ. Чăнах та, тĕлĕнмелле: уншăн 10 пин те 938 çын сасăланă. Карапай Шăмăршăри паллă çын, хурт-хăмăр ăсти, çут çанталăк тусĕ Аркадий Петрович Столяров çинчен çырнă материал Раççейĕпе мала тухни _ чăн-чăн çĕнтерỹ. Çак материал пирки паллă сатирик Ефим Шифрин çапла мухтаса каланă: "Аркадий Петрович Столяров пек çынсем пурри хăйех Раççей пĕтменнине çирĕплетет. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ ĕмĕре юлĕ. 80 çулта та этем вăй-хăват çухатманни _ чăн-чăн наци мăнаçлăхĕ". Эппин, Аркадий Столяровпа Эдуард Семенов ĕçĕсене çавнашкал хаклани питĕ паха. Вĕсем çур миллион тенкĕ укçа призне тивĕçес шанăç та пур. Интернетпа усă куракансем вĕсен ĕçне premia@kp.ru сайтра вулама пултарĕç.