Героя халалласа
ÇАК кунсенче Совет Союзĕн Геройĕ, пирĕн ентеш, Ленин орденĕн, Александр Невский орденĕн тата Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Виталий Иванович Уруков (1919-1945) çуралнăранпа 90 çул çитрĕ. Çак ятпа районта тĕрлĕрен мероприятисем пулса иртеççĕ. Пуянкассинчи ял библиотекинче, акă, патриотизм сехетне ирттернĕ. Библиотекăра "Виталий Уруков _ пирĕн ентеш" ятлă кĕнеке выставки, "Тăван çĕршывшăн кăтартнă паттăрлăх" кĕнекесен тишкерĕвĕ, "Чаплă та ĕмĕрлĕх паттăрлăх" электронлă альбом йĕркеленĕ.
"Шăмăршă хыпарĕ"