Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Таврăннă ят

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа çур ĕмĕр ытла иртрĕ пулин те вăл кÿнĕ çухату-асап асран тухмасть. Ылханлă вăрçă ахрăмĕ халĕ те чĕресене ыраттарать. Шăмăршă районĕнчи Палтиелĕнчи Долговсен çемйине пĕлтĕр авăн уйăхĕнче тĕлĕнмелле хыпар çитнĕ: 67 çул каялла фронтра вилнĕ Андрей Васильевич Федоров юлашкисене тупнă! Ăçта тетĕр? Смоленск облаçĕнчи Ельня хули çывăхĕнчи сĕм вăрманта... Хыпарçă - шыравçăсен командирĕ А.И.Фетисов.

Çут тĕнчене 1916 çулта килнĕ А.В.Федоров ирçе. Пĕчĕклех ĕçе хăнăхнă вăл. Милиционер пулас ĕмĕтпе çунатланнă. Çирĕм пĕррере Ирçе Тĕккин нар питлĕ хĕрне качча илнĕ. Мăшăрĕпе - Елизавета Гусячкинăпа Энтри чăннипех те телейлĕ пулнă. Пĕрлешнĕренпе виçĕ уйăх иртсен çамрăк арçынна çара илнĕ. Хĕсмет хыççăн милиционер тумне тăхăннă Андрей Федоров. Районти шалти ĕçсен пайĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕ. Тулашри илĕртÿлĕхпе чун-чĕре пуянлăхĕ çураçуллă пулнă. Шел, кăвакарчăн пек килĕштерсе пурăнакан мăшăрăн телейĕ нумая тăсăлман. Вăрçăн малтанхи уйăхĕнчех Андрей Васильевич Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Пĕчĕк хура пÿртре юратнă мăшăрĕ виçĕ уйăхри хырăмпа тăрса юлнă.

1942 çулта Палтиелне фронтран çыру килет. Унта А.В.Федоров хĕрлĕ армеец нарăсăн 16-мĕшĕнче Ворошиловград облаçĕнчи Секменево ялĕ çывăхĕнче вилни çинчен пĕлтернĕ.

Вутра та çунман, шывра та путман

Упăшкинчен икĕ çул кĕçĕнрех пулнă Елизавета Никоноровна. Чĕрĕк ĕмĕре те çитеймен тăлăха юлнă чухне. Тĕлĕнмелле, ăçтан тупăннă-ши вăй-хăвачĕ таврăнми çухатăва тÿссе ирттерме, юратнă мăшăрĕнчен юлнă пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне ÿстерме, килти хуçалăха тытса пыма, çав хушăра колхоз ĕçне кун сиктерми çÿреме?!

Кăкăр ачине кÿмепе туртса кăвак çутăллах хире васканă Лиза. Икшер уйăх хиртен таврăнмасăр тар тăкнă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Выçăллă-тутăллă ĕçлеме тивсен те чуна хытармаллах. Пĕчĕк Тоньăна çын тумалла. Çапăçу хирĕнче пурнăçпа вилĕм хушшине тăнă салтака чи малтан çăкăр кирлĕ-çке. Уй-хир ĕçченĕ тăрăшмасан кам çитĕнтерĕ тырра?! Çĕнтерĕве салтак çеç мар, тылри çын та туптать. Çакна чун-чĕрипе туйнă колхозница. Аслă Çĕнтерĕве çывхартма Е.Н.Федорова чăннипех пысăк тÿпе хывнă. Вăрçă хыççăн вăл «Мир» колхозăн сысна ферминче 30 çул вăй хунă. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тунă. Ял тата район Канашĕсен депутатне те суйланă ăна.

«1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медаль çумне ытти награда хушăннă: «Хисеп Палли» орден, «Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн», «Социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн» /виçĕ хутчен/, «СССР - 50 çулта» ытти юбилей медалĕсем. «Ĕç ветеранĕ» медале чăннипех тивĕçлĕ пулнă çав.

Ырă ят хăварнă хăйĕн хыççăн. Кермен пек чаплă çурт юлнă паттăр хĕрарăмран /хăй вăйĕпе лартнă виççĕмĕш çурт ку!/. Тата йăх тăсмашкăн çĕр çине хĕрĕ Антонина юлнă.

2008 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче çирĕп чунлă салтак арăмне йывăр чир çут тĕнчерен уйăрчĕ. Кăштах пурăннă пулсан фронтра пуç хунă мăшăрĕ çинчен тĕрĕссине пĕлеетчĕ...

«Мĕншĕн манăн атте çук?»

Çак ыйтупа сахал мар аптратнă амăшне пĕчĕк Тоня, ахаль те чунĕ кÿтнĕскере нумай куççульлентернĕ. Ашшĕпе пурăнакан тантăшĕсене ытла та ăмсаннă. Çук, куççуль те, тилмĕрÿ те, ăмсану та ашшĕне тупма пулăшман. Амăшĕ вара хĕр пĕрчишĕн чун ăшшине хĕрхенмен.

Тоня ялти шкулта 9 класс пĕтернĕ. Уй-хир бригадинче чĕкĕнтĕр, çĕр улми çитĕнтернĕ. Мĕн ватăличчен Шăмăршăри ресторанра вăй хунă.

Шел, амăшĕнни евĕрлех килсе тухнă ун шăпи. Ялти маттур каччăпа çемье çавăрса пилĕк ача çуратнă Антонина. Пÿрт тулли çемьепе савăнса çеç пурăнмалла пек... Анчах ачисене юратнă çыннисĕрех ура çине тăратма тивнĕ: Геннадий çамрăклах сарăмсăр вилнĕ. Хăйсемпе пĕрле пурăнакан амăшĕпе иккĕшĕ вĕсене пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларнă. Халĕ пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă, кашниех кăмăл туртнă ĕçре вăй хурать. 11 мăнукĕпе, мăнукĕн пĕр ачипе савăнать Антонина Андреевна. Кинĕ Таня та уншăн хĕрĕ вырăнĕнчех. Калаçма та, ĕç тума та - пĕрле.

Çухалнă ята тавăракансем

Смоленск тăрăхĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи уйăхĕсенче хаяр çапăçусем пынине вулакан пĕлет ĕнтĕ. Уйрăмах Ельня хулишĕн çирĕп тăнă фашистсем: Мускава çитмелли çула картлать-çке-ха. Совет салтакĕсем кашни лаптăк çĕршĕн çапăçнă. Пин-пинĕн ку тĕлте ĕмĕрлĕхех выртса юлнă...

Вăрçă паттăрĕсен вилнĕ вырăнĕсене, ячĕсене тупса палăртас тĕллевпе çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен шырав отрячĕсем килеççĕ кунта. Ака-авăн уйăхĕсенче вăрманта пурăнса шырав ирттереççĕ. Пĕлтĕр те кунта 5 отряд ĕçленĕ. Çичĕ уйăхра 347 салтак шăпине палăртнă. Авăнăн 14-мĕшĕнче Аслă Новгородри 18-мĕш шкултан килнĕ «Феникс» отряд шырав ĕçĕ ирттернĕ.

Антонина Устимова шыравçă каланинчен: «Тĕттĕмленетчĕ ĕнтĕ. Эпир пĕр вил тăпри те тупса палăртманччĕ-ха. Кашни тĕмеске е бомба хăварнă шăтăка тĕплĕн тĕрĕслени харама ан кайтăрччĕ тетпĕр... Ывăннă хамăр, кăмăлсăр. Лагере таврăнма шухăшларăмăр. Чăтлăхлă вырăнтан тухас тесе каллĕ-маллĕ çÿретпĕр. Пĕр тĕлте темиçе хутчен те çаврăннă иккен. Темле ăнланмалла мар туйăм мана тытса чарчĕ, чавма пуçларăм. Сасартăк чанк! тунă сасă илтĕнсе кайрĕ...»

36-мĕш номерлĕ эксгумаци протоколĕнчен: «Смоленск облаçĕнчи Глинков районĕнчи вăрманта, Рогулино ялĕн кăнтăр енче, çар çыннисене пытарнă вил тăприне тупса палăртрăмăр. Шăтăкăн калăпăшĕ: сарлакăшĕ - 0,5 метр, тăршшĕ - 1,5 метр, тарăнăшĕ - 0,8 метр. Унта пилĕк салтака пытарнă: вĕсене пуçĕсемпе пĕр енне, айлă-çийлĕ хунă. Шăтăкра çак япаласем тупăнчĕç: 5 противогаз, 2 фляжка /пĕри шăтнă/, 2 каска, 1 сапер кĕреçи, 2 патрон сумки, сăран пиçиххи, вак укçаллă 2 енчĕк, 5 медальон. Салтаксен урисенче пушмак пулни паллă».

Протокол айĕнче салтаксен юлашкисене чавса кăларнă 8 çамрăк хушаматне çырнă, отряд адресне кăтартнă.

Эбонитран ăсталанă медальонсем чăнлăха куç умне кăларнă: иккĕшĕнчи хут таткисене вулама май килнĕ. Пĕрин хуçи - Чăваш Республикинчи Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел çынни Андрей Васильевич Федоров хĕрлĕ армеец, связист. Кунтах мăшăрĕн ячĕ тата салтакăн I ушкăнри юн пулнине çирĕплетни пур. Кăранташпа çырнă пулин те сас паллисем уçăмлă палăраççĕ. Хут таткин аялти кĕтесĕ çĕтĕлнĕ.

Татсах калама пулать: Андрей Федорович вилнĕ вырăн Ворошиловград облаçĕнчи Секменево мар, Смоленск облаçĕнчи Глинков районĕнчи Рогулино ялĕ. Çак тăрăхра вăрçăн малтанхи уйăхĕсенче çапăçу пынине шута илсен - хĕрлĕ армеец 1942 çулта мар, 1941-мĕшĕнче пуç хунă.

«Хама нихăçан та каçармăттăм»

Ку сăмахсене А.В.Федоров хĕрлĕ армеецăн мăнукĕ Коля час-часах калать. Смоленск тăрăхне кукашшĕн юлашкисене тирпейлесе пытарнă çĕре каяссине тĕп тивĕçĕ вырăнне хунă вăл. Ун телейлĕ малашлăхĕшĕн çапăçса вилнĕ-çке кукашшĕ. Кукамăшĕпе амăшĕ, ытти тăван ячĕпе вил тăпри çине чечек хумалла, пуç таймалла. Май килнĕ таран вăрçă паттăрĕ çинчен пĕлмелле. Çак ĕçе тумасан хăйне каçарас çукчĕ Коля. Йыхрав илсенех вăл çула тухнă. Мускавра ăна шырав отрячĕн командирĕ кĕтсе илнĕ.

Н.Г.Долгов каласа панинчен:

Смоленск тăрăхне кайса килни ĕмĕрлĕхех асра юлчĕ.

Ельня хулине авăнăн 29-мĕшĕнче çитрĕмĕр. Глинков районĕнчи Рогулино ялне çул тытрăмăр. Ун çывăхĕнчи вăрманта тупнă иккен кукаçин юлашкисене. Хам пирки пĕлтернĕ хыççăн çывăх çыннăма тупнă вырăна илсе кайрĕç. Ăна хĕрлĕ хăюпа пÿлнĕ.

Вăрманта митинг пулчĕ. Вăл ман асăмран ĕмĕрне те тухас çук! Трибуна умне шырав ĕçĕшĕн яваплă Н.Г.Куликовских тухрĕ. Вăл вилнĕ 347/!/ салтака тупса палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Пархатарлă ĕçе хутшăннисене чĕререн тав турĕ. Мана та сăмах пачĕç. Хумхануллă самантра 67 çул упраннă вăрттăнлăха пĕлме пулăшакансене çĕре çити пуç тайрăм, кукаçи ячĕпе çурта çутрăм. Çапла 67 çултан хаклă çыннăмăр историйĕ уçăмланчĕ.

Н.Г.Долгов А.В.Федоров хĕрлĕ армеец вилнĕ тата ăна тирпейлесе пытарнă Смоленск тăрăхĕнчен тăпра илсе таврăнчĕ. Кукашшĕ аякра выртать пулин те халĕ ăна асăнма вырăн пур ĕнтĕ. Кунсăр пуçне, Федоров связистăн шăпин вăрттăнлăхне уçма пулăшнă медальон, кĕленче фляжка, темиçе пăхăр укçа çемье архивĕнче упранĕç.



"Хыпар"
19 марта 2009
00:00
Поделиться