Вăрçă паттăрĕсем ячĕпе _ аллея
ÇУЛСЕМ иртĕç, анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă çынсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Вĕсене ĕмĕр асра тытас тĕллевпех ĕнтĕ çак çулсенче Анат Чаткасри тĕп шкулта вĕренекенсемпе ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем аслă çул хĕрринче Паттăрлăх аллейне лартса хăварчĕç. Çамрăк хурăнсемпе чăрăшсене шкул ачисем тирпейлĕ пăхса ỹстерме сăмах пачĕç.
"Шăмăршă хыпарĕ"